«Ҫӗнтерӳшӗн» — Йӗпреҫ районӗн хаҫачӗ.
«Йӗпреҫ райхаҫат редакцийӗ» РГУ коллективӗ 12 ҫынна пӗрлештерсе тӑрать:
1932 ҫулхи нарӑсӑн 5-мӗшӗнче Йӗпреҫ район хаҫачӗн (Ҫӗнӗ пурнӑҫ» ятпа) пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. Унӑн редакторӗ — Чӑваш Тимеш ялӗнче ҫуралса ӳснӗ Илья Кузмич Корнилов пулнӑ. Вырӑнти типографии пулманнине кура ҫулталӑк ҫурӑ хушши Канаш тата Улатӑр типогрфийӗсенче пичетленсе тӑнӑ. Унӑн тиражӗ вӑл вӑхӑтра 600 экзмпляртан иртеймен.
1932 ҫулхи ҫу уйӑхӗнчен хаҫат «Колхоз пурнӑҫӗ» ятпа 20 ҫул хушши тухса тӑнӑ. Ҫак йывӑр вӑхӑтра унӑн тӗп редакторӗ пулса Петр Степанов ӗҫленӗ.
1953 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа хаҫат «Коммунизм ҫӗнтерӗвӗшӗн» ятпа, тепӗр 5 уйӑхран вара вӑл вырӑсла та, чӑвашла та тухма пуҫланӑ.
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |