Паянхи куна интернет уҫлӑхӗнче "Ридеро" интернет-издательствӑра "Тайна гибели семьи Моррисона" ятлӑ кӗнеке кун ҫути курчӗ. Ку хайлав пӗтӗмпе чӑнла пулса иртнӗ пулӑмсем ҫинче никӗсленет. Парӑслӑ карап Атлантика тинӗсӗнче тӗл килет тепӗр карапа. Тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн ҫакӑ уҫӑмланать: карап ҫинче пӗр ҫын та ҫук, пурлӑх та вырӑнта. Мӗскер пулса иртни пирки паянхи кун та никам та уҫҫӑн калама пултараймасть. Тата тепӗр хайлав "Кто остановит маньяка" хальхи вӑхӑтра ал ҫырӑвӗнче. Хальхинче ӗҫ-пуҫ паянхи кун-ҫул пирки. Тӗрлӗ йышши меслетсем шутласа кӑларатпӑр та-ха, анчах мӗнле усӑ курасси пирки никамӑн та пуҫне килсе тивмест. Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест. |
Agabazar // 1883.56.0847
2022.06.10 17:06 | |
![]() |
Тыт та чăвашла куçарса кăлар, Интернета вырнаçтар, пичетлесе кăларса мĕнпур кĕнекесарсене салатса пар. |
Аскольд де Герсо // 2981.19.0914
2022.06.15 11:26 | |
Акапасар, интернет услахенче пур пичетлесе каларма хале пите такакла |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |