Чӑваш чӗлхи
![]() Александр Степанов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Чӑваш чӗлхи вӗренме тинтерех тытӑннисем валли сире 1-мӗш класс валли хатӗрленӗ интерактивлӑ хӑнӑхтарусен пуххи вырӑнлӑ пулмалла. Ӑна А.Блинов (Алпарух) тата унӑн ушкӑнӗ ҫырнӑ вӗренӳ пособийӗ тӑрӑх йӗркеленӗ. Хӑнӑхтарусене Шупашкар хулинчи 40-мӗш вӑтам шкулти чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Римма Гаврилова тунӑ. Ку хыпара Александр Степанов чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗ халӑх тетелӗнчи хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ. «1-мӗш класс валли эпӗ пурӗ 34 вӑйӑ йӗркелерӗм. Ачасен ҫул тата пӗлӳ шайне шута илсе вӗсене ансатрах тума тӑрӑшрӑм. Вӗсем пӗрремӗш класра вӗренекенсем валли кӑсӑклӑ пулччӑр терӗм. Ку вӑйӑсемпе урокӑн кирек хӑш тапхӑрӗнче те усӑ курма пулать. Вӗсем ачасене урокра мӗн вӗреннине килте ҫирӗплетме те меллӗ», — пӗлтернӗ вӑл. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() www.ixbt.com сайтран илнӗ сӑнӳкерчӗк Яндекс команди фирма сервисне чӑваш калаҫӑвне тата синтез технологине ӑнланакан нейросете кӗртнӗ. Вӑл «Яндекс Тӑлмачра», «Яндекс Шыравра» тата «Яндекс Клавиатурӑра» пур. Кун пек мелпе хальлӗхе унта икӗ чӗлхене ҫеҫ кӗртнӗ. Маларах, кӑҫалхи ҫулла, Яндекс тутар калаҫӑвне ӑнланма пуҫланӑ, халӗ, ав, — чӑвашла. Чӑваш чӗлхи Яндексра 2020 ҫултанпа, анчах маларах сервис текстпа ыйтнине ҫеҫ ӑнланнӑ. Халӗ вӑл сасӑпа ыйтсан та ӑнланать. «Куҫаруҫӑ» приложенире чӑвашла диалог режимӗ те пур. Яндекс Раҫҫейри халӑхсен чӗлхине интеграцилессине Федерацин наицональноҫсен ӗҫӗсен агентствипе, Раҫҫейри халӑхсен ҫурчӗпе тата регионсенчи чӗлхе институчӗсемпе пӗрле ӗслет. Яндекса чӑвашла сасса ӑнланма Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ пулӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗ тата «Яндекс» чӑваш калаҫӑвӗн синтезаторне шухӑшласа кӑларасшӑн. Ку ӗҫе институт чӑвашла пӗлекен хӑй ирӗкҫӗсене явӑҫтарасшӑн. Нумаях пулмасть видеоконференци мелӗпе ӗҫлӗ ушкӑнӑн черетлӗ тӗлпулӑвӗ иртнӗ. Унта малалла мӗнле ӗҫлемеллине палӑртнӑ. Сӑмах май, Яндекс-куҫаруҫӑра чӑваш чӗлхи 2020 ҫулхи нарӑс уйӑхӗнче тупӑннӑ. Тӑватӑ ҫул ҫурӑран ӑна Google-куҫаруҫӑра пурнӑҫланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Владимир Живов страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Питӗр хулинчи Киров районӗнчи халӑхӑн социаллӑ ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен комплекслӑ центрта паян чӑваш юрри янӑранӑ. Унти ватӑсем патне концертпа «Парне» чӑваш халӑх фольклор коллективӗ пынӑ. Чӑваш коллективне ҫӳрекенсем тӑван халӑхӑмӑрӑн «Кӗр сӑри» йӑла-йӗркине кӑтартса панӑ. Ку уява кӗрхи ӗҫсем вӗҫленсен мӗн авалтан ирттернӗ. Ҫавӑн чухне ҫӗнӗ сӑра вӗретсе ӗҫнӗ. Питӗрти чӑвашсен «Парне» ансамбльне 15 ҫул ытла Татьяна Ильина ертсе пырать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Олег Николаев Элтепер пабликӗнчен илнӗ скриншот Чӑваш Ен Элтеперне Олег Николаева чарӑнусен ячӗсене чӑвашла вулаттарасшӑн. Ҫакӑн пек комментарие республика ертӳҫин пабликӗнчи постсенчен пӗрин айӗнчи комментарипе пӗри ҫырса хунӑ. «Паян 1-мӗш маршрутпа ҫӳрекен 956-мӗш номерлӗ троллейбусра чарӑну ячӗсене чӑвашла, анчах чӑвашла мар акцентпа каланине илтрӗм. Олег Алексеевич, чарӑну ячӗсене сире чӑвашла вулама сӗнетӗп. Ку вӑл чӑвашла калаҫакан ҫын наци культурине витӗм кӳни пулӗ. Ку вӑл Раҫҫейре ҫук опыт пулӗччӗ. Чӑваш чӗлхи пире пӗрлештерет. Эпир чӑвашла калаҫассишӗн! Эсир шупӑр тӑхӑнсан эпир хамӑра тата мӑнаҫлӑрах туйӑттӑмӑр», — тесе ҫырнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш Енре ача пахчинчех тӑван чӗлхепе культурине вӗрентес тӗллевпе вӗрентӳ системине улӑштарасшӑн. Хамӑр патри специалистсем хатӗрленӗ ҫӗнӗ вӗренӳ маиериалӗсем кӗҫех республикӑри пур ача пахчине те ҫитӗҫ. Проект сӑнав шайӗнче Шупашкарти 202-мӗш ача пахчинче старт илнӗ ӗнтӗ. Унта ачасем ҫӗнӗ пособисемпе, ӗҫ тетрачӗсемпе, вӑйӑсемпе паллашаҫҫӗ. Кӗркунне вӗҫлениччен ача пахчисене ҫӗнӗ вӗренӳ материалӗсен комплекчӗ ҫитӗ: «500 сӑмах» словарь, «Чӑваш Ен. Эпир пӗрле» кӗнеке, «Ҫулталӑк хушши» сӑрламалли кӗнеке. Ҫавӑн пекех ҫутҫанталӑк, чӗрчунсен тӗнчипе ҫыхӑннӑ дидактика материалӗсем пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() «Конактри» сӑн Шупашкарти 62-мӗш шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Людмила Николаева Хусанта иртекен «Тӑван чӗлхепе тӑван литературӑн чи лайӑх вӗрентекенӗ» Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсӑн финалне хутшӑнать. Людмила Петровна – ЧР тава тивӗҫлӗ учителӗ, аслӑ категориллӗ педагог. Вӑл унӑн урокӗсем ачасене савӑнӑҫ кӳччӗр тесе тӑрӑшать. Мӗнех, ӑнӑҫу сунатпӑр! Ҫӗнтерӳҫӗ ячӗсем авӑн уйӑхӗн 21-мӗшӗнче паллӑ пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Автор сӑнӳкерчӗкӗ Хальхи вӑхӑтра пур ҫӗрте те вырӑс чӗлхи анлӑн янӑрать те, ялсенче те ача-пӑча вырӑсла калаҫнинчен тӗлӗнме те пӑрахрӑмӑр пулӗ. Паян Муркаш районӗнчи (халӗ муниципаллӑ округ теме юратаҫҫӗ-ха) Кӳстерекре пулма тӳр килчӗ. Унти лавккана кӗнӗ ҫӗрте чӑвашла пӗлтерӳ ҫакӑнса тӑнине курсан чун савӑнчӗ. Пӗлтерӳ авторӗ — Шурчари ветеринари пункчӗ. Хыпарта ялти ҫынсен ӗнисемпе виҫӗ уйӑхран иртнӗ пӑрӑвӗсене туберкулез чирӗнчен укол тума килессине пӗлтернӗ. |
Чӑваш чӗлхи
![]() Чӑваш кӗнеке издательствин халӑх тетелӗнчи страницинчен илнӗ скриншот Чӑваш кӗнеке издательствинче Светлана Асаматӑн «Акатуй сӑввисем» кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Кӗнеке издательствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, ӑна вӑтам классенче вӗренекенсем валли кӑларнӑ. Ӳнерҫисем – Мария Ермолаевӑпа Екатерина Васильева. Светлана Асамат 1952 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Канаш районӗнчи Кайри Ӑнтавӑш ялӗнче ҫуралнӑ. Канашри педагогика училищинчен, Шупашкарти Ф. Павлов ячӗллӗ музыка училищинчен, И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчен вӗренсе тухнӑ. Тӗрлӗ шкулта ачасене музыка вӗрентнӗ. Чӑваш радиопа телевиденийӗнче, Чӑваш наци музейӗнче вӑй хунӑ. Халӗ Чӑваш наци радиовӗнче ӗҫлет. Раҫҫей Федерацийӗн Писательсен тата Журналистсен союзӗсен, Чӑваш композиторӗсен ассоциацийӗн пайташӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑваш чӗлхи
![]() Алина Петрова страницинчен илнӗ сӑнӳкерчӗк Иртнӗ эрнере И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнче Раҫҫейри халӑхсен тӑван чӗлхипе литературин III Ҫурҫӗр-Хӗвелтухӑҫ олимпиадин ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Пултарулӑх ӑмӑртӑвӗ шкул ачисен хушшинче иртнӗ. Унта Анастасия Владимировӑпа Анастасия Емельянова ятлӑ пикесем та тивӗҫлипе хутшӑннӑ. Вӗсене 3-мӗш степеньлӗ дипломсемпе наградӑланӑ. Аслӑ шкулӑн вырӑс тата чӑваш филологийӗн тата журналистика факультечӗн деканӗ Алёна Иванова олимпиада пысӑк пӗлтерӗшлине палӑртса хӑварнӑ май ҫӗнтерӳҫӗсене чысланӑ. Алена Михайловна «Эткерлӗх» этнокультура мультимеди центрӗпе паллаштарма экскурси ирттернӗ. Унта интерактивлӑ элементсемлӑ «Асам» экспозици залӗ те пур. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Молостовкин Гаврил Александрович, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Тимаков Вениамин Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |