Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енре ача пахчинчех тӑван чӗлхепе культурине вӗрентес тӗллевпе вӗрентӳ системине улӑштарасшӑн. Хамӑр патри специалистсем хатӗрленӗ ҫӗнӗ вӗренӳ маиериалӗсем кӗҫех республикӑри пур ача пахчине те ҫитӗҫ.
Проект сӑнав шайӗнче Шупашкарти 202-мӗш ача пахчинче старт илнӗ ӗнтӗ. Унта ачасем ҫӗнӗ пособисемпе, ӗҫ тетрачӗсемпе, вӑйӑсемпе паллашаҫҫӗ.
Кӗркунне вӗҫлениччен ача пахчисене ҫӗнӗ вӗренӳ материалӗсен комплекчӗ ҫитӗ: «500 сӑмах» словарь, «Чӑваш Ен. Эпир пӗрле» кӗнеке, «Ҫулталӑк хушши» сӑрламалли кӗнеке. Ҫавӑн пекех ҫутҫанталӑк, чӗрчунсен тӗнчипе ҫыхӑннӑ дидактика материалӗсем пулӗҫ.
Agabazar // 4189.75.1878
2024.10.03 10:23 | |
Ĕçе ача пахчи вырăнне ача сачĕ тенинчен пуçламалла. | |
Ялтан // 1094.06.1118
2024.10.03 19:25 | |
"Пахча"тесе чӑвашсем те,ытти халӑхсем те мӗн те пулин ӳстермелли вырӑна клаҫҫӗ.Ача пӑхса ӳстермелли вырӑна"ача пахчи"тени питӗ тӗрӗс те илемлӗ янӑрать.Нимле "садик" те мар вӑл. | |
