Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.3 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Иртнӗ ӗмӗрте палӑрнӑ чылай ҫыравҫӑн пултарулӑхне тӗпчевҫӗсем паян ҫӗнӗрен тишкерсе пӑхаҫҫӗ. Паллах, ун пек чухне тӗппипех урӑх хак параҫҫӗ тесе калама ҫук. Тепӗр чухне малтан каланинех ҫӗнӗ куҫпа курса хаклаҫҫӗ. Ҫакӑ та вӑл ку ҫыравҫӑ пултарулӑхне тарӑнрах тӗпчеме, унӑн ҫӗнӗ енӗсене палӑртма пулӑшать.

Сӑмах кунта __Илле Тӑхти__ пултарулӑхӗ пирки пырать. Кӑҫал ҫыравҫӑ ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитрӗ. Илья Ефимович Ефимов-Тӑхти 1889 ҫулхи авӑн уйӑхӗн 4-мӗшӗнче __Тӑвай районӗнчи__ __Нӳшкасси__ ялӗнче чухӑн хресчен кил-йышӗнче ҫуралнӑ. Ялти пуҫламӑш шкулта, Хусанти учительсем хатӗрлекен семинарире, Мускаври Пӗрремӗш патшалӑх университетӗнчи этнологи факультечӗн литература уйрӑмӗнче вӗреннӗ. Тӑхтие чӑн-чӑн халӑх вӗрентекенӗ теме пулать тесе шухӑшлаҫҫӗ Елчӗк районӗнчи тӗп вулавӑшра. Вӑл нумай ҫул тӗрлӗ шкулта ӗҫленӗ, чӑваш ачисене тарӑн пӗлӳ пама тӑрӑшнӑ. Ҫав хушӑрах халӑх хушшине тухса ҫӳренӗ, халӑх сӑмахлӑхне пухнӑ. Мӗн виличченех халӑха вӗрентес ӗҫре тӑрӑшнӑ.

Тӗпчевҫӗсенчен чылайӑшӗ Тӑхти кулӑшне чи малтанах унӑн «Колчак» ятлӑ поэминче курнӑ, ҫыравҫӑн сӑнар калӑплас, кулӑшла лару-тӑру тӑвас ӑсталӑхне вырӑнлӑ палӑртнӑ. Малаллахи пултарулӑхӗнче, уйрӑмах прозӑпа ҫырнӑ хайлавӗсенче, Илле Тӑхти ҫак ӑсталӑхӗ ҫирӗпленсе те вӑй илсе пыни, шухӑшлавӗ, тавра курӑмӗ аталанни куҫ кӗретех. Вӑл калас сӑмахӑн ытарлӑхӗ ӳсет, пытарӑнчӑк шухӑшпа пуянланать.

__Елчӗкри__ тӗп вулавӑшра Илья Ефимович Ефимов-Тӑхти ҫуралнӑранпа 125 ҫул ҫитнӗ май «Илемпе сӑмах ӑсти» кӗнеке куравӗ хатӗрленӗ. Вулакансене унӑн пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ иккен.

«Тӑхти калавӗсем калӑпӑшӗпе пысӑках мар, анчах вӗсенче тарӑн шухӑш пытарӑннӑ. Калавҫа ухмаха пертерсе вӑл ыттисене хӑйсен айванлӑхӗ ҫине куҫ уҫса пӑхма сӗнет. Илле Тӑхтин калавӗсем чӑннипех те литература ахахӗсем пулса юлчӗҫ. Чӑн-чӑн пысӑк писателӗн кун-ҫулӗ ялан тенӗ пек ҫӑмӑл мар. Вӑл таланчӗ тапса тӑнӑ вӑхӑтра ҫӗре кӗнӗ. Ҫутӑ ячӗ ӗмӗр-ӗмӗр чӑваш халӑх чӗринче пурӑнӗ», — тесе шухӑшлаҫҫӗ маларах асӑннӑ вулавӑшра.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламашӗнче укҫа-тенке тимлӗ уйӑрмалла. Тунтикунпа ытларикун кӗтмен пӗчӗк расхутсем пулма пултарӗҫ. Кӗҫнерникун питӗ илӗртӳллӗ курӑнатӑр — ӗҫлӗ тата романтика тӗлпулӑвӗсем валли аван вӑхӑт. Канмалли кунсене хусканура ирттерсен аванрах.

Ҫу, 04

1904
122
Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1954
72
Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
2000
26
Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ.
2000
26
Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ