Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Пӗр хулӑ хуҫӑлать, пин хулӑ хуҫӑлмасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Шупашкар районӗнчи__ Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхне кӗрекен __Малти Ункӑпуҫ__ ялӗнче ял уявне ирттернӗ. Вӑл асӑну хӑми уҫнипе пуҫланнӑ. Ӑна, ҫывӑхри ялсенчен чи малтан Малти Ункӑпуҫне ҫутӑ кӗртнӗ Иван Барабаш электрикӑн ҫурчӗ ҫине вырнаҫтарнӑ. Асӑну хӑми уҫнӑ ҫӗрте Вячеслав Спиридонов ялти депутат, Георгий Вавилов ӗҫ ветеранӗ, Шупашкар районӗн Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ Николай Матюшкин, тата Барабашӑн аслӑ ывӑлӗ Владимирпа Ольга кинӗ тата Михаил Фомин тухса калаҫнӑ.

Елена Барабашпа Елена кинӗ хуранпа уяв яшки пӗҫернӗ. Хӑнасене ҫӑкӑр тӑварпа кӗтсе илнӗ, уяв сӗтелӗпе хӑналаннӑ. Уява Вячеслав Спиридонов йӗркелесе ертсе пынӑ. Концерт программине Ункӑпуҫ ялӗн пултарулӑх ушкӑнӗ «Тӑван ял» юрӑпа пуҫланӑ. Ватӑ ҫынсене хисеп тунӑ май 80 ҫулхи Ефросинья Ермакована тата 75 ҫулхи Георгий Ярдухинпа Римма Рязанована чысланӑ.

Вячеслав Спиридонов «Чи таса хуҫалӑх» конкурса пӗтӗмлетсе ҫӗнтерӳҫӗсене Тав хучӗсемпе парнесем панӑ. Кунта Раиса Афандерован, Федор Черновпа Вениамин Ванеевӑн хуҫалӑхӗсем ҫӗнтернӗ. Михаил Фомин спорт вӑййисене ирттернӗ. Волейбол турнирӗнче __Малти Ункӑпуҫӗнчи__ Иван Чернов команди 1-мӗш вырӑна, __Хыркассинчи__ Алексей Яковлевӑн 2-мӗшне ҫӗнсе илнӗ. Армреслингпа Андрей Ястребов 1-мӗш, Илья Черновпа Михаил Мадиков 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсене пайланӑ. Уява Анатолий Никитин композитор ертсе пыракан «Янташ» эстрада ушкӑнӗ те килсе ҫитнӗ.

__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=93&type=news&id=2832807|**Сӑнсем**__ (7)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламашӗнче укҫа-тенке тимлӗ уйӑрмалла. Тунтикунпа ытларикун кӗтмен пӗчӗк расхутсем пулма пултарӗҫ. Кӗҫнерникун питӗ илӗртӳллӗ курӑнатӑр — ӗҫлӗ тата романтика тӗлпулӑвӗсем валли аван вӑхӑт. Канмалли кунсене хусканура ирттерсен аванрах.

Ҫу, 04

1904
122
Фёдоров Михаил Фёдорович, чӑваш этнографӗ, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
1954
72
Васан Анатолий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, литература тӗпчевҫи ҫуралнӑ.
2000
26
Н.В. Фёдоров Республика кунне патшалӑх уявӗ шутне кӗртнӗ.
2000
26
Республика кунне патшалӑх уявӗсен шутне кӗртнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та