Ӑҫта систермелли пирки Чӑваш Енӗн Сывлӑх сыхлав министерстви ҫак енӗпе ӗҫлекен федераци ведомстви пӗлтерни тӑрӑх хыпарлать.
Аса илтеретпӗр, утӑ уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен ӗҫ вырӑнӗсенче туртма чарчӗҫ. Ку вӑл офиссене, производство цехӗсене, савутсене тата ыттине пырса тивет. Ҫуртсенче туртмалли пӳлӗмсем пурри саккуна пӑсни шутланать. «Туртма юрамасть» паллӑ вырнаҫтарманни те ҫавӑнтах кӗрет. Ӗҫ паракан ҫав самантсене пӑхса тӑмасан ун пирки Роспотребнадзора е Патшалӑхӑн пушар надзорне евитлеме юрать. Асӑннӑ органсем тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн 90 пин тенкӗлӗх штрафлаҫҫӗ.
Общество апатланӑвӗн предприятийӗсенче туртнишӗн те ҫӑхавламалла. Кафесемпе ресторансенче, барсемпе ҫыртмаллисенче, столовӑйсенче кӑна мар, ҫуллахи уҫӑ верандӑсенче те мӑкӑрлантарма юрамасть.
Картишсенче — ача-пӑча тата спорт лаптӑкӗсенче тата пурӑнмалли ҫуртсенче (лифтсенче, подъездсенче тата карталшкасем ҫинче) туртма та чарнӑ. Ҫурт-йӗр харпӑрлӑхҫисем ирӗк памасӑр туртмалли ятарлӑ вырӑнсем те йӗркелме юрамасть. Саккуна пӑсакансем пирки полицин участокри уполномоченнӑйне е полицине систермелле.
Шкулсенче, поликлиникӑсенче тата ача пахчисенче туртакансене курсан Роспотребнадзора е Патшалӑхӑн пушар надзорне евитлемелле. Сывлӑх организацийӗсенче пирус мӑкӑрлантарни пирки Росздравнадзора пӗлтермелле.
Кунсӑр пуҫне Сывлӑх сыхлав министерстви общество транспортӗнче, метрополитенпа, вокзалсенче, аэропортсенче туртмалла маррине те аса илтерет. Ку фактсем пирки прокуратура е Ространснадзора евитлемелле. Аэропортра туртсан Роспотребнадзор та явап тыттарать.
Халӑх ҫӳрекен вырӑнта пирус туртма чарасси ҫинчен йышӑннӑ саккуна пӑснӑ тӗслӗхшӗн кӑҫалхи ҫур ҫулта Чӑваш Енре 351 хутчен административлӑ майпа явап тыттарнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (09.06.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 30 - 32 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Пӗтӗм чӑваш рабочисемпе хресченсен пӗрремӗш пухӑвӗ (9-15) ӗҫе пуҫӑннӑ. | ||
| Матюшин Владимир Алексеевич, техника ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, Раҫҫей Правительствин премийӗн лауриачӗ ҫуралнӑ | ||
| Михайлов Евгений Петрович, чӑваш археологӗ ҫуралнӑ. | ||
| Лаврентьев Анатолий Юрьевич, ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |