Айхи фончӗ тата Шупашкарти «ГолосА» поэзи фестивалӗн кураторӗсем А сасӑ кунӗн акцине хутшӑнма чӗнеҫҫӗ. Вӑл ҫурлан 21-мӗшӗнче тӗнчен тӗрлӗ кӗтесӗнче иртӗ. Ӑна __Геннадий Айхи__ ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халаллӗҫ.
Ҫак кун 17 сехетре Айхин чи кӗске сӑввине — «Спокойствие гласного» (унта А сасӑ ҫеҫ пур) вулӗҫ. Акцие темиҫе мелпе хутшӑнма май пур. Чи ансатти — А сасса калани. Ӑна юлташсемпе, кӳршӗсемпе те калама май пур. Виҫҫӗмӗш мел: А сасса каланине видео ӳкермелле те халӑх тетелӗнчи официаллӑ ушкӑна кӑларса хумалла е a.sound.day@gmail.com электронлӑ адреспа ямалла.
Йӗркелӳҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ку акци тӗнчери ҫынсене пӗр тӗвве пухма май парӗ. Ҫурлан 21-мӗшне пӗтӗм тӗнчери А сасӑ кунӗ тума та палӑртнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Нестерева Зоя Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи. ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |