Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ҫак кунсенче «Раҫҫейри чи лайӑх 100 тавар» конкурсӑн регионти тапхӑрне пӗтӗмлетнӗ. Ҫавӑнта кӗме тупӑшассишӗн республика шайӗнчи конкурса Чӑваш Енри 18 предприятипе организаци хутшӑннӑ.

ЧР Экономика аталанӑвӗн министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, экспертсем конкурса тӑратнӑ хутсемпе материалсем тата тӗпчев протоколӗсем тӑрӑх хакланӑ. Эксперт хаклавӗ терӗмӗр те, ҫавсем тавар пахалӑхне кӑна мар, производствӑри ӗҫ хӑрушсӑрлӑхӗ таранах тӗпе хунӑ иккен.

Регионти комисси федераци шайӗнчи конкурса хутшӑнма 23 тӗрлӗ продукципе пулӑшу кӳрессине кӑларнӑ.

«Апат-ҫимӗҫ таварӗ» номинацие «Акконд» хапрӑкӑн харӑсах темиҫе тӗрлӗ ҫимӗҫӗ кӗнӗ. Унсӑр пуҫне __Етӗрнери__ аш-какай комбиначӗ кӑларакан чӑваш шӑрттанӗ те списока лекнӗ. Ҫавӑн пекех конкурса «Смак» фирмӑн пӗр йышши печенийӗ, Шупашкарти элеваторӑн пысӑк сортлӑ тулӑ ҫӑнӑхӗ, «АвтоВАС» обществӑн минерал шывӗ хутшӑнӗҫ.

Промышенность таварӗсенчен — Шупашкарти чӑлхапа трикотаж фабрикинче тата «Пике» ҫӗвӗ фабрикинче кӑларакан ҫипуҫ, В.И. Чапаев ячӗллӗ производство пӗрлешӗвӗнчи пиротехника фонтанӗсем, Шупашкарти мамӑк фабрикинчи (предприятийӗ хӑй __Шупашкар районӗнчи__ __Чаканарта__ вырнаҫнӑ) матрас ҫине тӑхӑнтартмалли.

Производствӑпа техника тӗллевӗллӗ продукци те конкурса хутшӑнать. Вӑл шутра — Шупашкарти электромеханика завочӗн (вӑл та Шупашкар районӗнче, __Ишлей__ станцийӗ ҫывӑхӗнче, вырнаҫнӑ), «Элара» ӑслӑлӑхпа производство комплексӗн, Шупашкарти промышленность шӑратӑвӗн завочӗн, Шупашкарти агрегат завочӗн, «Лента» тата «Химпром», «ВНИИР» обществӑсен таварӗ.

«Халӑха пулӑшу кӳресси» номинацире Федерацин травматологи, ортопеди тата эндопротезировани центрӗн медицина пулӑшӑвӗ федераци шайӗнче тупӑшма тивӗҫ тесе йышӑннӑ.

«Раҫҫейри чи лайӑх 100 тавара» чӳк уйӑхӗнче пӗтӗмлетӗҫ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.12.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 748 - 750 мм, 0 - -2 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре ҫӗнӗ тивӗҫсемпе пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тупӑнма пултараҫҫӗ, сирӗн вӗсене пӗчченех пурнӑҫлама тивӗ. Йӑнӑшас мар тесен тимлӗ пулӑр. Ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе калаҫнӑ чухне асӑрханни те ытлашши пулмӗ, хӑвӑрпа усӑ курма ан парӑр.

Раштав, 21

1933
92
Григорьев Николай Григорьевич, чӑваш ҫыравҫи, профессор ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи