Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +10.3 °C
Айван ҫыннӑн турти кӗске теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Шупашкар районӗнче__ пурӑнакан 33-ри хӗрарӑм унччен икӗ хутчен суд тенкелӗ ҫине ларнӑ. Анчах амӑш сӗчӗпе ӑс кӗменни качаканнипе кӗрес ҫук тенешкел каллех преступлени ҫулӗ ҫине тӑнӑ. Хальхинче вӑл паллакансен укҫине пӗҫертнӗ. Алӑк ватса-ҫӗмӗрсе ҫӳремен, кил хуҫисене ӗҫтерсе ӳсӗртнӗ те лешсем тӳнсе кайсан хӗстерсе тухса кайнӑ.

«Уявне» хаваслӑ йыш ҫу уйӑхӗн пӗр кунӗнче __Мӑн Чӑкӑр__ ялӗнче пухӑннӑ тесе пӗлтерет Шупашкар район прокурорӗн ҫумӗ Анатолий Иванов. Ӗҫнӗ-ҫинӗ. Ҫинех пуль ӗнтӗ. Ҫыртмаллисӗрех мар-тӑр. Кил хуҫисем хуп турттарма тытӑнсан вӑр-вар хӗрарӑм хайхисен 8 300 тенкине илсе тухса кайнӑ.

Ҫынсене самай шар кӑтартнӑ тесе вӑрлакан хӗрарӑма пӗрремӗш инстанцири суд 2 ҫул та 6 уйӑхлӑха юсанмалли пӗтӗмӗшле режимлӑ колоние ямалла тунӑ. Алли кукӑр хӑрарӑмӑн вӑрланипе унччен икӗ хутчен айӑпланни те тухса пӗтмен иккен-ха.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламашӗнче укҫа-тенке тимлӗ уйӑрмалла. Тунтикунпа ытларикун кӗтмен пӗчӗк расхутсем пулма пултарӗҫ. Кӗҫнерникун питӗ илӗртӳллӗ курӑнатӑр — ӗҫлӗ тата романтика тӗлпулӑвӗсем валли аван вӑхӑт. Канмалли кунсене хусканура ирттерсен аванрах.

Ҫу, 05

1888
138
Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ ҫуралнӑ.
1889
137
Никитин Николай Никитич, агроном, Чӑваш ял хуҫалӑх институтне йӗркелекенсенчен пӗри ҫуралнӑ.
1917
109
Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1938
88
Юмарт Геннадий Фёдорович, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1991
35
Ефремов Георгий Осипович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
1995
31
Лукин Аркадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
2002
24
Андреев Василий Алексеевич, чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та