Ӗлӗк-авал чӑвашсем __Ҫимӗке__ кӗҫнерникун уявланӑ. Ку йӑла хӑш-пӗр ҫӑва-масарсенче те сыхланса юлнӑ. Уйрӑмах, киввисенче. Тӗслӗхрен, __Шупашкар районӗн__ Лапсар ял тӑрӑхне кӗрекен __Лапсар__, __Ҫатракасси__, __Вӑрманкас__ тата ытти ялсен __Алькеш__ патӗнчи ҫӑви ҫинче ваттисене паян асӑннӑ. Шупашкар хулин ҫӑвисем ҫинче Ҫимӗке шӑматкунпа вырсарникун паллӑ тӑваҫҫӗ. Христос тӗнӗпе килӗшӳллӗн ӑна халь Ҫимӗкпе мар, Ашшӗ-амӑшӗсен шӑматкунӗ ячӗпе ҫыхӑнтарма тӑрӑшаҫҫӗ.
Чӑваш халӑх сайчӗ сӗннипе, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ музей тӑрӑшнипе Шупашкарӑн 2-мӗш ҫӑви ҫинче выртакан __Ҫеҫпӗл Мишшин__ амӑшне асӑнма чӑваш халӑхӗн хастарӗсем ҫитрӗҫ. Шӑматкунпа вырсарникун кунта халӑх лӑк тулли пулӗ тесе чӑвашсен Ҫимӗкӗ кунӗнче тухма шутларӗҫ.
Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ музей директорӗ Антонина Андреева паллӑ сӑвӑҫӑн амӑшӗн вил тӑприне епле тупни пирки каласа пачӗ. 2006 ҫулта шырама тытӑннӑ иккен. Тупас тесе Антонина архивсенче ларнӑ, тӑванӗсемпе калаҫнӑ. Тӑванӗсем те вил тӑпри вырӑнне тӗрлӗ сӑлтава пула манса кайнӑ иккен. Пӗлтӗр вара __/news/3090.html|шыраса тупнӑ__ — кунта тӑванӗ Юрий Кириллович Кузьмин пулӑшнӑ. Ҫухатнӑ вил тӑприне ахаль хӑварман, ыр ҫынсем тупӑннах. Антонина Андреева каласа панӑ тӑрӑх тӑванӗсем килмен хушӑра Ҫӗҫпӗл Мишшин амӑшӗн вил тӑприне юнашар пытарнӑ Виталий Михайловӑн (9 ҫулта вилнӗ) амӑшӗ пӑхса тӑнӑ — тасатнӑ, чечексем лартнӑ. Ҫапла май вара Укахви Николаевнӑна асӑннӑ хыҫҫӑн чӑваш хастарӗсем юнашар выртакан пӗчӗк Виталие те асӑнчӗҫ.
Николаева Укахви Николаевна 1879 ҫулхи нарӑсӑн 21-мӗшӗнче (кӑҫал 135 ҫулхи юбилейӗ килет) хальхи __Красноармейски районне__ кӗрекен __Шывпуҫ Чуракасси__ ялӗнче ҫуралнӑ. 1970 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗнче вилнӗ, 10-мӗшӗнче пытарнӑ. Юлашки ҫулӗсене хӗрӗ патӗнче пурӑннӑ. Хулана ӑна хӗрӗ 1952 ҫулта илсе килнӗ — ун чухне ялтисене пенси тӳлемен. Вӑл вӑхӑталла Чӑвашра выҫлӑх ҫулӗсем пулнине шута илсен кӑна Ҫеҫпӗл Мишшин амӑшӗн пурнӑҫне ҫӑмӑллатас тесе тунӑ ӗнтӗ. Юлашки ҫулӗсене Шупашкарта пурӑнса ирттернӗ май ӑна Шупашкарӑн 2-мӗш ҫӑви ҫине пытарнӑ.
Чӑваш хастарӗсем ҫавӑн пекех ҫак ҫӑва ҫинче выртакан __Стихван Шавлипе__ __Алексей Воробьевӑн__ вил тӑприсем ҫине те ҫитсе килчӗҫ. Ҫак ҫӑварах тата Геннадий Никандрович Волков выртни паллӑ та, ун вил тӑприне тупма май пулмарӗ.
Асӑнса тухнӑ хыҫҫӑн хастарсем Укахви Николаевнӑн вил тӑпри ҫине кашни ҫулах килсе ҫӳреме шантарчӗҫ.
__http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/157799/|**Сӑнсем**__ (31)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -6 - -8 градус сивӗ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Кӑлкан Александр Дмитриевич, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Зайцев Юрий Антонович, чӑваш живописецӗ, фотографӗ вилнӗ. | ||
| Аслан Степан Степанович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |