Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

2014–2017-мӗш ҫулсенче республикӑри регион тата вырӑнти пӗлтерӗшлӗ ҫулсене юсама 4,7 миллиард тенкӗ ытла укҫа уйӑрмалла.

Хальхи вӑхӑтра Чӑваш Енри ялсенчен 98 проценчӗ патне асфальт сарнӑ е вак чулпа хытарнӑ ҫул пырать. Ҫапах та тумаллисем те пур. Кӑҫалхи пирки калас тӑк, программӑна Вӑрнар, Йӗпреҫ, Канаш, Красноармейски, Муркаш, Пӑрачкав, Ҫӗмӗрле, Елчӗк районӗсене кӗртнӗ. Строительство объекчӗсен шутӗнче — Вӑрмар районӗнчи «Ҫӳлти Кинчер–Вознесенкасси», асӑннӑ районти __Пинер__ патне, Вӑрнар поселокӗнче Инженер урамӗнче, Йӗпреҫ районӗнчи __Вутӑялта__, Канаш районӗнчи __Малти Ӑнтавӑшра__, Красноармейски районӗнчи __Яманакри__ Ҫамрӑксен тата Ҫӗнӗ урамсене ҫул тӑвасси кӗнӗ. Юлашкинчен асӑннӑ Яманакра кӗпер те туса парӗҫ.

Кунсӑр пуҫне Ҫӗмӗрле район территорийӗпе иртекен «Сӑр» республикӑри автоҫула, Тӑвай районӗнче «Аниш» автоҫул Соломинка юханшыв урлӑ иртнӗ ҫӗрте кӗпер юсамалла. Кӑҫал пурнӑҫламалли ӗҫ шутне Шупашкар тата Ҫӗмӗрле районӗсенче «Шупашкар–Сурски» автоҫулӑн пӗрер пайне, Шупашкар районӗнче «Вятка» ҫултан «Атӑл» ҫул патне тухакан вырӑна, «Никольски–Етӗрне–Калинино» ҫулӑн Етӗрне районӗнчи пайне, Кӳкеҫ–Тутаркасси–Ҫӗнӗ Шупашкар ҫула ҫутатасси те кӗрет. Ҫӗнӗрен тротуарсем те тума палӑртнӑ: Вӑрнар районӗнчи __Калининӑра__, Куславкка районӗпе иртекен «Атӑл»–Сӗнтӗрвӑрри-Октябрьски-Куславкка ҫул ҫинче Етӗрне районӗнчи __Сарьял__ тата Стрелцки ялӗсенче.

Шупашкар районӗнчи __Мӑн Чӑкӑр__, __Типнер__ тата __Чулкасси__ ялӗсем патӗнчи чарӑнусем патне каҫма ҫуран ҫӳрекенсем валли ҫулсем тӑвӗҫ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (23.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 23

1917
108
«Чебоксарская правда» хаҫатӑн пӗрремеш кӑларӑмӗ тухнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын