Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ӑслӑ ҫын нихҫан та ҫынна ухмах темест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ӗнер, ҫу уйӑхӗн 19-мӗшӗнче, пионер организацине йеркеленӗренпе 92 ҫул, ӑна Владимир Ильич Ленин ятне панӑранпа 90 ҫул ҫитнӗ. Ҫавна май __Шупашкарта__ мероприяти иртнӗ, пионерсен ретне 50 яхӑн ача тӑнӑ.

Чи малтанах ҫар тумне тӑхӑннӑ шкул ачисем Владимир Ленин палӑкӗ патӗнче марш утнӑ. Уяв линейкине Шупашкарти, __Вӑрнар районӗнчи__ шкулсенчи пионер отрячӗсен, __Ҫӗнӗ Шупашкарти__ Зина Портнова ячӗллӗ отряд, __Ишлейри__ Зоя Космодемьянская ячӗллӗ отряд, Шупашкарти КПРФ хула комитечӗ ҫумӗнчи пионер отрячӗ хутшӑннӑ.

Линейкӑна Шупашкарти РФКП хула комитечӗн бюро членӗ, истори ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ Е.В.Сухова уҫнӑ. Вӑл хушнипе Совет офицерӗсен союзӗн представителӗсем, комсомолецсем тата пионерсем Республика тӳремӗнче Ҫӗнтерӳ Ялавне, РФ ЛКСМӗн тата пионерин ялавне йӑтса утнӑ.

ЧР Патшалӑх Канашӗнчи РФКП фракцин ертӳҫи Д.Б.Евсеев Пионери граждан вӑрҫи вӑхӑтӗнче йӗркеленнине, вӑл халӗ те ҫамрӑксене патриотлӑх воспитанине парас ӗҫре пысӑк вырӑн йышӑннине палӑртнӑ. Коммунист депутат пионерсем Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӑхӑтӗнче аслисемпе тан ӗҫленине каланӑ. Ачасем умӗнчи ыттисем те тухса калаҫнӑ. Ҫӗнӗ Шупашкарти пионерсен отрячӗ сӑвӑсем вуланӑ. Унтан ачасем Тӑван ҫӗршыва юратма, ӑна хӳтӗлеме тупа тунӑ. Парти, Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйсен ветеранӗсем, комсомолецсем ачасене хӗрлӗ галстук ҫыхса янӑ.

Ҫак кун Ленин Комсомолӗн речӗ те пуянланнӑ. Унта кӗрекенсене комсомол билетне панӑ.

Уяв вӗҫленес умӗн пионер ретне тин тӑнӑ ачасем Ленин палӑкӗ умне чечексем хунӑ, Пионерин гимнне юрланӑ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне тухӑҫлӑ иртӗ. Карьерӑна тата укҫа-тенкӗ пырса тивекен ыйтусене татса пама тивӗ. Тен, паллашусем е интереслӗ тӗлпулусем пулӗҫ, вӗсем пуласлӑха витӗм кӳрӗҫ. Ӗҫпе канӑва шайлаштарӑр, сывлӑха тимлӗх уйӑрӑр. Финанс лару-тӑрӑвӗ йӗркеллех — тен, хушма тупӑш пулӗ.

Пуш, 21

1909
117
Талвир Алексей Филиппович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1921
105
Ял хуҫалӑх Совечӗн 1-мӗш область пухӑвӗ иртнӗ.
1931
95
Карпилов Юрий Соломонович, биологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ.
1931
95
Васильев Анатолий Андреевич, Чӑваш АССРӗн ял хуҫалӑх министрӗ (1968–1975) пулнӑ патшалӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1983
43
Прокопьев Николай Алексеевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ