Шыв ресурсӗсемпе тата йӑлари тата производствӑри каяшсене тирпейлессипе ҫыхӑннӑ пӗтӗм тӗнчери курава Шупашкарти предприятисен ертӳҫисем хутшӑннӑ Германире кӑларакан катока куҫ хывнӑ.
Курав ҫу уйӑхӗн 5–9-мӗшӗсенче Мюнхен хулинче иртнӗ. Унта маларах асӑннӑ отрасль валли машина тата оборудовани кӑларакансем пуҫтарӑннӑ. Шупашкарти «Спецавтохозяйство» акционерсен обществи унта Германире кӑларакан ҫӳп-ҫапа пусӑрантаракан катока, тепӗр майлӑ ӑна компактор та теҫҫӗ, куҫ хывнӑ. 38 тонна таякан техника ыттисенчен самай енпе уйрӑлса тӑрать имӗш. Хурҫӑран шӑратса тунӑ унӑн йӗпписем __Шупашкар районӗнчи__ __Питтукассинче__ вырнаҫнӑ ҫӳп-ҫап вырӑнне самай пӗчӗклетессе шанаҫҫӗ. Ҫавӑн пек вӑйлӑ пусӑрӑнтарсан пушар тухас хӑрушлӑх чакмалла-мӗн, рекультивацилессине ҫӑмӑллатмалла иккен.
Катока Германири заводран ятарлӑ авто трэйлерпа кӳрсе килмелле. Шупашкара каток ҫӗртмен 20-мӗшӗнче ҫитмелле.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |