__Кайнлӑк__ ял тӑрӑхӗнче Тӑван ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫинче пуҫ хунӑ паттӑрсен ячӗпе 5 асӑну палӑкӗ вырнаҫтарнӑ. Ял варринче вырнаҫнӑ палӑка ҫак ялтах ҫуралса ӳснӗ Фагиль Шарафутдинов пулӑшнипе нумаях пулмасть тӗпрен юсанӑ. Ун йӗри-тавра унччен тытнӑ йывӑҫ картана тимӗррипе улӑштарнӑ. Ҫак ӗҫсене ирттерме ял ҫыннисем — Айдар Купиров сварщик, ӑна пулӑшаканӗсем Шамиль Бахтияров, Фидаил Купиров, Радиф Шарафутдинов, Минильфат Галиуллин, Минсагит Сулейманов, Федаил Шарафутдинов тӑрӑшнӑ. Ял ҫыннисем вӗсене чӗререн тав тӑваҫҫӗ тесе хыпарлать вырӑнти ял тӑрӑхӗ.
Фагиль Шарафутдинов пирки каласан, ял ҫыннисемшӗн вӑл паха ӗҫ нумай тунине палӑртаҫҫӗ. Вӑл хӑйӗн ашшӗ чавтарнӑ кӳлле — ялта ӑна Фазыл кӳлли теҫҫӗ иккен — тасаттарса илемлӗ кану вырӑнӗ тунӑ. Ҫавӑн пекех ялти мечете ӑшӑ пӑрӑхӗсем вырнаҫтарнӑ, чӳречесене ылмаштарнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.08.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |