__Хӗрлӗ Чутай районӗнче__ ҫуралса ӳснӗ, халӗ __Шупашкарта__ пурӑнакан «Сыны Отечества» организацире тӑракан офицерсем __Хӗрлӗ Чутайра__ тӗлпулу ирттерчӗҫ. «Сыны Отечества» элчисен шутӗнче Афган тата Чечня вӑрҫисене хутшӑннӑ ветерансем: гвардии подполковник Юрий Кудряшов (ӑна «За боевые заслуги» медальпе наградӑланӑ), Чечен вӑрҫине хутшӑннӑ подполковник Валерий Романов (ӑна «За заслуги перед Чувашской Республикой» орденпа чысланӑ) Ҫарпа спорт Союзӗн председателӗ М.Т.Калашникова, Юрий Сапожников, подполковник Игорь Почейкин — ӑна та «За отличие в воинской службе» медальпе наградӑланӑ, поэт, писатель, драматург, запасри подполковник Юрий Григорьевский, «Чавал» ентешлӗх ертӳҫи Александр Самылкин.
Чутай ҫӗрӗ ҫинче ентешсене вырӑнти администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров тата ыттисем кӗтсе илчӗҫ. Пухӑннисем вӑрҫӑсенче пуҫӗсене хунисене асӑнса лартнӑ Мухтав Монуменчӗ умнӗнче шкул ачисемпе тӗлпулу ирттерчӗҫ. Монумент умне чӗрӗ чечексем хучӗҫ. Патриотизмла ӗҫсемшӗн Владимир Хохлов афганеца «За помощь и содействие ветеранскому движению» медальпе чысларӗҫ. Владимир Хохлов, Андрей Михуткин тата Николай Смирнов Ҫурҫӗр Кавказра ҫар тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑ, вӗсем Тав хучӗ илме тивӗҫ пулчӗҫ, Тав хучӗ Афганецсене Александр Хозайкина, Юрий Матвеева, Геннадий Никитина, Владимир Хохлова тивӗҫрӗ. «Афганистан ветеранӗсен Раҫҫейри пӗрлӗхӗ» офицерӗсем __Атнарти__, __Пысӑк Этменти__ тата __Акчикасси__ ял тӑрӑхӗсенчи палӑксем умне ҫитрӗҫ, пӗр минут хушши шӑп тӑрса палӑксем умне чӗрӗ чечексем хучӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (26.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 762 - 764 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Василий Давыдов-Анатри, чӑваш халӑх сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |