«Шкулта» журналӑн ҫӗнӗ номерӗ тухнӑ. Унта яланхи пекх уроксенче усӑ курмалли ҫӗнӗ материалсем пур. Хальхинче чӑваш литературипе, методикӑпа, биологипе чӑваш чӗлхин хутӑш урокӗнче усӑ курма меллӗ материалсем кӗртнӗ журналӑн ҫӗнӗ номерне.
Ҫавӑн пекех «Шкулта» журналӑн редакторӗ хӑйӗн чӑваш чӗлхипе ҫыхӑннӑ шухӑшӗсене «Тӑван чӗлхе пирки тата...» статьйинче ҫутатса панӑ. Вӑл нумай чӑваш шухӑша яраса шанас килет.
Унсӑр пуҫне интернет журналта «Чӑваш ачи, сассуна пар» видеосӑвӑсен конкурсне хутшӑннӑ ачасемпе вӗрентекенсем валли электрон сертификатсем кӗртнӗ. Вӗсене классемпе ӳсӗм ушкӑнӗсене пайланӑ, ҫапла вара кирлӗ ушкӑна уҫласа илсе кашни хӑйӗн сертфикатне пичетлесе кӑларма пултарӗ. Журналӑн тӗнче тетелӗнчи адресӗ — __http://www.shkul.su/|**http://www.shkul.su**__.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |