Мускаври чӑваш наци культурин автономийӗ Чӑваш Республикин РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полномочиллӗ представителӗпе Леонид Волковпа пӗрле акан 25-мӗшӗнче, __Чӑваш чӗлхи кунӗнче__, митинг ирттернӗ.
Иван Яковлев Ваганьковӑри масар ҫинче ӗмӗрлӗх канлӗх тупнӑ. Ҫак кун тӳре-шара, Мускаври чӑвашсен общество организацийӗн ертӳҫисем, Патриархӑн тӑванӗсем унта пухӑннӑ.
Михаил Мельников протоиерей Иван Яковлев вил тӑпри патӗнче кӗлӗ вуланӑ. Леонид Волков тухса калаҫнӑ май Патриархӑмӑрӑн кун-ҫулӗ пирки те сӑмах тапратнӑ.
Иван Яковлев тӑванӗсен ятӗнчен РФ халӑх артистки, Патриархӑн мӑнукӗн мӑнукӗ Алла Борисовна Покровская тухса калаҫнӑ. Вӑл Полпредствӑна, Мускаври чӑвашсене Иван Яковлева хисепленӗшӗн, манманшӑн тав тунӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |