Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Хитре ҫеҫкен кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ака уйӑхӗн 24-мӗшӗнче __Елчӗкре__ «Чӑваш чӗлхи, тӑван ен культури, чӑвашлӑх ыйтӑвӗсем» темӑпа семинар иртрӗ. Ӑна йӗркеленӗ __Елчӗк районӗнчи__ чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен ассоциацийӗн ертӳҫи Нина Левая пулчӗ.

Ӗҫлӗ калаҫӑва __Шупашкартан__ «Хыпар» издательство ҫурчӗн директорӗ — тӗп редакторӗ, чӑваш наци конгресӗн вице-президенчӗ А.П.Леонтьев, «Тӑван ен культури» кӗнекесен авторӗ Е.А.Михайлова (Енькка), ЧР учителӗсен ассоциацийӗ ҫумӗнчи чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен секцийӗн ертӳҫи Г.Н.Никифоров, Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институчӗн сотрудникӗ Эктор Алос-и-Фонт, Чӑваш патшалӑх ял хуҫалӑх академийӗн доценчӗ Н.Г.Иванов, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ В.М. Семенов килсе ҫитрӗҫ. Ҫавӑн пекех Елчӗк, Шӑмӑршӑ, Комсомольски районӗсенчи чӑваш чӗлхипе литератури, тӑван ен культури, истори вӗрентекенӗсем, таврапӗлӳҫӗсем, культура ӗҫченӗсем хутшӑнчӗҫ. Елчӗк район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Н.П. Миллин канӑшлава хутшӑнакансене __Чӑваш чӗлхи кунӗ__ ячӗпе саламларӗ, ӑнӑҫу сунчӗ.

Тӑван чӗлхепе литературӑна вӗрентес ыйтупа Г.Никифоров, З.Свеклова вӗрентекенсем сӑмах илчӗҫ. Вӗсем чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентес ӗҫри ҫӗнӗлӗхсем пирки чарӑнса тӑчӗҫ, тӗрлӗ кирлӗ сӗнӳсем пачӗҫ. Е. Енькка тӑван халӑх культурине, йӑли-йӗркине, несӗлӗмӗрсен кун-ҫулне кашни шкул ачин ӑша хывса вӗренсе пымаллине палӑртрӗ. А.Леонтьев паянхи чӑваш хаҫачӗсен пӗлтерӗшне палӑртрӗ.

Тӗрлӗ ыйтусемпе В. Вастулова, А. Смирнов музей ӗҫченӗсем, А. Лакачова воспитательница тата ыттисем те тухса калаҫрӗҫ. Чылай ырӑ, ӑшӑ сӑмах янӑрарӗ семинарта.

Пухӑннисене илемлӗ юрӑ-кӗвӗпе «Варкӑш» ансамбль савӑнтарчӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере лӑпкӑ ритмпа ӗҫлеме сӗнеҫҫӗ. Ҫӗнӗ ӗҫсене пуҫӑниччен киввисене вӗҫлӗр. Ӗҫтешсемпе тата конкурентсемпе ӑнланманлӑх сиксе тухма пултарать, анчах сирӗн чатӑмлӑхӑра пула ку лару-тӑру хирӗҫӗве ҫаврӑнмӗ.

Авӑн, 18

1947
78
Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ.
1962
63
Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та