«Кашни ҫулах Кивӗ Ахпӳртри тӗп пӗлỹ паракан шкулта, чӑваш чӗлхи кунне халалласа, ака уйӑхӗн вӗҫӗнче тӗрлӗ мероприяти иртет», — тесе хыпарлать __Патӑрьел районӗнчи__ __Туҫа ял тӑрӑхӗ__. Кӑҫал та ӑна ирттерсе яма ятарлӑ программа хатӗрленӗ иккен.
Эрнен пӗрремӗш кунӗнче 8 класра вӗренекенсем сӑвӑ илемлӗ вулассипе тупӑшнӑ.
Пӗрремӗш вырӑна, пуринчен те маттуртарах пулса, Оксана Кошкина тухнӑ. Иккӗмӗш вырӑнта — Юлия Пыркина, виҫҫӗмӗшӗнче — Сильвия Федорова.
Ҫав вӑхӑтрах 9-мӗш класра вӗренекенсем «Манӑн тӑван чӗлхе — чӑваш чӗлхи» ятлӑ сочинени ҫырнӑ. Паха та тарӑн шухӑшлӑ ӗҫ тесе Анита Арланова ӗҫне йышӑннӑ. Анжелика Плешковӑпа Елена Логунова сочиненийӗсем те мухтава тивӗҫнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |