Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Ырӑ сӑмах ылтӑнтан хаклӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Тӗнче тетелӗнче Чӑваш Енре патшалӑхӑн икӗ чӗлхипе усӑ курнине хаклакан мониторинга халалланӑ блог тунӑ. Хальлӗхе pertanlah журналта (чӑвашла «пӗртанлӑх» — «равноправие») 700 ытлӑ сӑнӳкерчӗк пичетленнӗ. Унта чӑваш тата вырӑс чӗлхипе ӑнӑҫлӑ усӑ курнисем те, республикӑри чӗлхе саккунне пӑснӑ тӗслӗхсем те пур.

Журнал авторӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, ҫакна Чӑваш Республикинчи патшалӑхӑн икӗ чӗлхине пӗр тан усӑ курманнине кӑтартас тӗллевпе йӗркеленӗ. Тӗслӗхсем илсе кӑтартнӑ.

«Чылай чухне пӗр чӗлхепе ҫеҫ усӑ кураҫҫӗ. Вӑл — ялан тенӗ пекех вырӑс чӗлхи. Ҫапла майпа граждансен прависене пӑхӑнмаҫҫӗ. Ку Чӑваш Республикин сакунне пӑсни те. Саккун патшалӑхан икӗ чӗлхи те пӗр тан пулнине калать», — тенӗ журналта. Тӗслӗхрен, ҫул ҫинчи паллӑсене вырӑсла ҫеҫ ҫыраҫҫӗ.

«Юлашки 20 ҫулта ҫул ҫинчи чылай палла, урам, общество чарӑнӑвӗсен ячӗсене улӑштарнӑ, патшалӑх учрежденийӗсен умӗсене юсанӑ, — тенӗ блогра. — Анчах хӑш-пӗр ҫӗрте ҫеҫ ҫакӑнпа усӑ курса объект ячӗсене вырӑсла та, чӑвашла та ҫырнӑ. Тӗслӗхрен, патшалӑх ҫурчӗсене, автостанцисене, спорт центрӗсене уҫнӑ чухне алӑк ҫинче чӑвашла-вырӑсла ҫырнӑ пӗчӗк вывескӑсене ҫеҫ курнӑ эпир. __Етӗрне__ хулинче, унти халӑхӑн 66 проценчӗ чӑваш пулин те, вырӑнти тӳре-шара 1990 ҫултанпа урам, чарӑну ячӗсене ҫырнӑ чухне патшӑлӑхӑн икӗ чӗлхипе усӑ курмашкӑн май тупайман-ха».

«Ҫурт умӗнче икӗ чӗлхепе ҫырнине кураймасан шалта кунашкаллине тупма тата йывӑртарах, — ҫырнӑ малалла журналта. — Ачасене воспитани памалли вырӑнсенче, культура керменӗсенче, парксенче, ача-пӑча поликлиникисенче пӗр чӗлхепе усӑ курни ҫеҫ ытларах шухӑшлаттарать».

Мониторинг ертӳҫисем вывескӑсене икӗ чӗлхепе тумашкӑн укҫа-тенкӗ кирлине тунмаҫҫӗ. Анчах кивӗ табличкӑсене планпа килӗшӗллӗн улӑштарнӑ чухнех икӗ чӗлхепе ҫырсан укҫа самай перекетленине палӑртнӑ. Вӗсем транспортра вырӑс тата чӑваш чӗлхисемсӗр пуҫне ытти чӗлхепе усӑ курнине хирӗҫ мар-мӗн.

Pertanlah блога икӗ чӗлхепе йӗркелесе пыраҫҫӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере лӑпкӑ ритмпа ӗҫлеме сӗнеҫҫӗ. Ҫӗнӗ ӗҫсене пуҫӑниччен киввисене вӗҫлӗр. Ӗҫтешсемпе тата конкурентсемпе ӑнланманлӑх сиксе тухма пултарать, анчах сирӗн чатӑмлӑхӑра пула ку лару-тӑру хирӗҫӗве ҫаврӑнмӗ.

Авӑн, 18

1947
78
Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ.
1962
63
Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй