__Етӗрне районӗнчи__ __Тепте__ ял старости Игорь Овчинников кӳршӗри __Вӑтам Ирҫери__ «Вӑрман юмахӗ» ача-пӑча пахчине ан хупчӑр тесе Чӑваш Ен Элтеперӗ Михаил Игнатьев патнех ҫитнӗ.
Староcта Михаил Васильевича пӗлтернӗ тӑрӑх, асӑннӑ учреждение 30-а яхӑн ача ҫӳрет. Ача-пӑча пахчине хупсан шӑпӑрлансене ӑҫта ямалла тесе пӑшӑрханаҫҫӗ иккен ашшӗ-амӑшӗ. Тӗрӗссипе, вӗсем кӑна мар-тӑр-ха. Унта ӗҫлекенсен те сехри хӑпнӑ пуль. Ара, ялта ӗҫ вырӑнӗсӗр юл-ха...
Пӗчӗккисен учрежденийӗ санитари правилисен нормисене тивӗҫтерсе тӑманнине кура юсама хупмалла-мӗн. Шикленсе ӳкнӗ староста тата ял ҫыннисен шучӗпе ӑна юсама мар, пуҫӗпех хупса лартӗҫ.
Чӑваш Ен Элтеперӗ Тептере тата Вӑтам Ирҫере пурӑнакансене лӑпланма хушнӑ. Етӗрне район администрацийӗ ача-пӑча пахчине юсама 1,2 миллион тенкӗ уйӑрма пӑхнӑ иккен. Ҫав укҫана тӗплӗ юсав ирттерме уйӑрӗҫ. Мӗнпур ӗҫе ҫуллахи каникул вӑхӑтӗнче пурнӑҫламалла. Ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ тӗлне ӑна уҫма хатӗрлесе ҫитермелле.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.08.2025 21:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ.
| Крылов Алексей Николаевич, асаилӳсем ҫырса палӑрнӑ ҫыравҫӑ ҫуралнӑ. | ||
| Ырсем Ольга Ивановна, чӑваш халӑх артисчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |