Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +17.3 °C
Ерипен каян мала тухнӑ, хытӑ каян кая юлнӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ӗнер республикӑра Космонавтика кунне халалланӑ мероприятисем иртнӗ. Андриян Николаев ҫуралнӑ тӑрӑхра, __Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи__ __Шуршӑл__ ялӗнче, савӑнӑҫлӑ митинг пулнӑ. Унта сумлӑ хӑнасем ҫитнӗ: ЧР Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__, Сӗнтӗрвӑрри район пуҫлахӗ В.И.Морозов, район админитсрацийӗн пуҫлахӗ В.И.Григорьев, ЧР Патшалах Канашӗн депутачӗсем Е.Н.Николаева тата А.Н.Никоноров, «Байконур» тата «Плесецк» космодромсен ветеранӗсем Е.Н.Южалин, Е.В.Шашкин тата ыттисем те.

Михаил Игнатьев Чӑваш ҫӗрӗн мухтавлӑ ывӑлӗ космоса парӑнтарса чӑваш халӑх ятне ҫӳле ҫӗкленине палӑртнӑ, шуршӑлсене Андриян Николаевӑн ятне манманшӑн, ҫамрӑксем хушшинче патриотлӑха сарнӑшӑн тав тунӑ. «Байконур» космодром ветеранӗ Е.Н.Южалин пӗрремӗш ракетӑсене янине, Юрий Гагаринпа тата Андриян Никоаевпа ӗҫленӗ вӑхӑта аса илнӗ. Чӑваш Республикинче ҫамрӑк космонавтсен юхӑмне йӗркеленӗ Р.Н.Ракова та сӑмах илнӗ. Кӑҫал ҫамрӑк космонавтсен слечӗ 10 ҫул тултарнӑ. 10 ҫул каялла унта 145 ҫын кӑна пулнӑ тӑк халӗ — 2,5 пин ытла ҫын.

Хусанти А.Н.Туполев ячӗллӗ наци тӗпчев техника университечӗн аслӑ шкул умӗнхи хатӗрлев управленийӗн пуҫлӑхӗ Д.Д.Габидуллин Чӑваш Енре асӑннӑ университетӑн филиалне йӗркелесси пирки каланӑ. Ку ҫамрӑк космонавтсен юхӑмне тата аталанма пулӑшӗ.

Хаклӑ хӑнасем умне Шуршӑл шкулӗнчи ҫамрӑк космонавтсен отрячӗ, Ӗсмелти (Октябрьскинчи) кадет класӗ стройлӑ плац-концертпа тухнӑ. Митинг вӗҫленсен Андриян Николаевӑн вил тӑпри ҫине чӗчексем хунӑ.

Мемориал комплексӗнче кунӗпех экскурси ӗҫленӗ. Культура центрӗнче «Космослӑ Чӑваш Ен» курав уҫӑлнӑ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.07.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере тӑшмансем ура хурасран асӑрханмалла, сирӗн тавра элек сарма пултараҫҫӗ. Сӑмах пама асӑрханӑр. Вӑхӑта ӗҫре ытлашши нумай ирттермелле мар. Чылай ӗҫ пурнӑҫлама ӑнӑҫлӑ эрне. Ӗҫ хыҫҫӑн киле ҫемье патне васкамалла,пӗччен пулмалла мар.

Утӑ, 05

1900
125
Молостовкин Гаврил Александрович, чӑваш тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1940
85
Тимаков Вениамин Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та