Ҫапларах йышӑнӑва «Петербургская политика» (чӑв. ~~Питӗр политики~~) фонд регионсен черетлӗ социаллӑ тата политикӑллӑ тӗреклӗхӗн танлашӑмне (рейтингне) хатӗрленӗ чухне тунӑ иккен. Иртнӗ уйӑхпа танлаштарсан пирӗн тӑрӑхӑн виҫи улшӑнман пулин те ку пулӑм япӑххисен йышне лекнӗ.
Ҫавӑн пекех __/news/5446.html|Ҫӗнӗ Шупашкарта ача пахчисем тӗлӗшӗпе__ пухӑннӑ митинг, Канаш администрацийӗн пуҫлӑхне 3 ҫул ҫурӑна хупни, тӗрлӗ танлашӑмсенче Михаил Игнатьев аялти вырӑсене йышӑнни рейтингра ҫӳлӗрех вырӑн йышӑнма паман. Лайӑх хыпарсем шутне «Промтракторта» __/news/5362.html|пӗрремӗш комбайн кӑларнине__, пирӗн тӑрӑх __/news/4546.html|экологи__ тата инноваци аталанӑвӗн танлашӑмӗсенче ҫӳллӗ вырӑнсене лекни, Канн хулинче иртнӗ MIPIM 2014 __/news/4877.html|курава хутшӑннине__ кӗртнӗ. Регионсен социаллӑ тата политикӑллӑ тӗреклӗхӗн танлашӑмӗнче Чӑваш Ен пӗтӗмешле вӑтаммисен йышӗнче пырать.
Асаилтерепӗр, халӑхшӑн тӑрӑшас ӗмӗтлисен «Ирӗклӗх» пӗрлӗхне __/news/5212.html|регистрацилеме килӗшменни пирки__ хыпар пуш уйӑхӗнче тухсаччӗ. Вӑл пӗрлӗхе йӗркелесе чӑваш халӑхӗнче наци туйӑмне аталантарас тата ҫирӗплетес; чӑваш чӗлхине, культурине, историне тата политикине ҫутатас; чӑваш халӑхӗн прависене хӳтӗлес; тӗрӗк тата финн-угр халӑхӗсемпе туслӑха ҫирӗплетес; чӑваш халӑхне пулӑшма пултаракан Раҫҫейри тата чикӗ леш енчи ытти халӑх пӗрлӗхӗсемпе ҫыхӑну йӗркелес тӗллевсем лартнӑ пулнӑччӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 21 - 23 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |