Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.4 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн шкул умӗнхи, коррекци педагогики тата психологи факультетӗнче «Ӑслӑлах кунӗпе» килӗшӳллӗн регионсем хушшинче алла вылятса каламалли сӑвӑсен конкурсӗ иртнӗ.

Кӑҫал унта 32 конкурсҫӑ хутшӑннӑ. Вӗсен ӗҫӗсене алла вылятса калаҫмалли чӗлхе куҫаруҫи Аделина Замикова тата Наталья Степанова, коррекци педагогикин кафедрин аслӑ преподавателӗ Анастасия Федотова хакланӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене ӳсӗмне кура виҫӗ ушкӑнра палӑртнӑ. «А» ушкӑнра __Шупашкарти__ 3-мӗш коррекци шкулӗн вӗренекенӗ Валерия Гайфутдинова 1-мӗш выран йышӑннӑ. Ҫав шкултах ӑс пухакан Дарья Ивановӑпа Сергей Михайлов 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсене тивӗҫнӗ. Унтах вӗренекен Анастасия Колтыгина вара Б ушкӑнра 1-мӗш пулнӑ. Мари Элтен килнӗ Татьяна Ливанова тата Полина Самойлова 2-мӗшпе 3-мӗш вырӑнсене пайланӑ.

«В» ушкӑнра И.Я.Яковлев ячӗллӗ ЧППУн студентки Татьяна Мигушова пӗрремӗш пулнӑ. Шупашкарти 3-мӗш коррекци шкулӗн вӗренекенӗ Екатерина Макарова куракансен кӑмӑлне кайнӑ. Мари Республикинчи Анастасия Морозова жюри парнине тивӗҫнӗ. Ытти номинацире те ҫӗнтерӳҫӗсене палӑртнӑ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ӗмӗтленетӗр, пултарулӑхпа аппаланатӑр, кулленхи ыйтусем иккӗмӗш плана куҫӗҫ. Ҫӗнӗ туйӑмсенче тата пӗр шухӑшлисемпе хутшӑннинче хавхалану шырӑр. Халӗ тематика клубӗсене кайма тата туссемпе тӗл пулма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи