Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +20.3 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗнер, акан 7-мӗшӗнче, «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» тавра ҫыхӑнну ыйтусене сӳтсе явма тепӗр хут пуҫтарӑннӑ.

Калаҫӑва кӗскен пӗтӗмлетсен ҫак хыпарсене пӗлтерме пулать. Наци радиовӗ валли текста вуланӑ та иккен, ку ӗҫе РСФСР тата Чӑваш АССРӗн халӑх артистки Нина Яковлева пурнӑҫланӑ. Ҫавӑн пекех тепӗр шухӑш — республика тулашӗнчи чӑвашсем валли ятарлӑ видео хатӗрлесси. Ӑна YouTube видеохостингра е тепӗр вырӑнта лартасшӑн (видео диктант пуҫлансан курӑмланӗ). Ларура мероприятин логотипне — элемне — хатӗрлес ыйтӑва та хускатнӑ. Кунта Праски Витти ӑсталанӑ ӗҫе суйласа илнӗ.

Аса илтеретпӗр, «Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ» эрнекун, акан 25-мӗшӗнче, 13 сехетре иртмелле. Ҫырас шухӑшлисем Чӑваш Рсепубликин вӗренӳ институтне е И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтне пымалла. Ҫавӑн пекех килте те ҫырма пулать — Марина Карягина ҫырнӑ текста Наци радиовӗн эфирӗнче вуласа парӗҫ. Ҫыру йӗркине аса илес кӑмӑл пур пулсан сире акан 21-мӗшӗнче (тунтикун) вӗренӳ институтӗнче 13 сехете кӗтеҫҫӗ — унта тӳлевсӗр вӗрентӳ иртӗ. «Пӗтӗм чӑваш диктантне» хутшӑнас кӑмӑл пур пулсан total.dictant.2014@yandex.ru адреспа заявка ямалла. Ун хурмине __http://chgign.ru/|ЧПГӐИ__ сайтӗнче илме пулӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере лӑпкӑ ритмпа ӗҫлеме сӗнеҫҫӗ. Ҫӗнӗ ӗҫсене пуҫӑниччен киввисене вӗҫлӗр. Ӗҫтешсемпе тата конкурентсемпе ӑнланманлӑх сиксе тухма пултарать, анчах сирӗн чатӑмлӑхӑра пула ку лару-тӑру хирӗҫӗве ҫаврӑнмӗ.

Авӑн, 18

1947
78
Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ.
1962
63
Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй