Професси пӗлӗвӗ паракан училищесенче професси ӑсталӑхӗн республикӑри олимпиадӑсем малалла пыраҫҫӗ. Хальлӗхе «Отделкӑпа строительство мастерӗ», «Гостиница сервисӗ», «Электрооборудование юскан электромонтёр» профессисемпе чи лайӑххисене палӑртнӑ.
Пуш уйӑхӗн 25-мӗшӗнче __Шупашкарти__ экономикӑпа технологи коллеждӗнче парикмахерсен конкурсӗ иртнӗ. Унта асӑннӑ вӗренӳ заведенийӗнче вӗренекенсемсӗр пуҫне __Ҫӗнӗ Шупашкарти__ политехника тата __Улатӑрти__ ял хуҫалӑх техникумӗсенче вӗренекен 7 ҫын хутшӑннӑ. Конкурс вӑхӑтӗнче вӗсем арҫынсен тата хӗрарӑмсен ҫӳҫне касассипе ӑмӑртнӑ, вӑрӑм ҫӳҫе прическа туса кӑтартнӑ.
Арҫын ҫӳҫне касасси Ҫӗнӗ Шупашкарти политтехникумра вӗренекен Марина Дмитриевӑна ҫитекен пулман. Унтах вӗренекен Марина Миронова вӑрӑм ҫӳҫе хитре прическа туса кӑтартнӑ. Хӗрарӑм ҫӳҫне касма Шупашкарти экономикӑпа технологи коллеждӗнче вӗренекен Татьяна Сандыркина маттуррине кӑтартнӑ.
__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=49&type=news&id=2742940|**Сӑнсем**__ (9)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.08.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ.
| Лашман Степан Митрофанович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Колхоз ялавӗ» (халӗ «Елчӗк Ен») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Артемьев Александр Спиридонович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, литература критикӗ, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |