Красноармейскинчи халӑх театрӗ аллӑ усса лармасть. Пултарулӑх ушкӑнӗ спектакльпе ялсене тухса ҫӳрет.
Пуш уйӑхӗн 13-мӗшӗнче халӑх театрӗ __Мӑн Шетмӗ ял тӑрӑхне__ кӗрекен __Анаткас__ ялӗнчи культурӑпа кану ҫуртӗнче пулнӑ. Ял халахӗ артистсене тарават йышӑннӑ, спектакль кашнин кӑмӑлне кайнӑ.
Пуш уйӑхӗн 17-мӗшӗнче театр __Алманч__ ял тӑрӑхӗнче пулнӑ. Николай Сидоровӑн «Шупашкарти савни» спектаклӗ кунти халӑха та килӗшнӗ. Ҫак камит куракансен кӑмӑлне ҫӗклет.
Красноармейскинчи халӑх театрӗ ҫитес вӑхӑтра спектакльпе кӳршӗ районсене тухма палӑртнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.09.2025 15:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 20 - 22 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Григорьева Тамара Егоровна, паллӑ чӑваш ветеринарӗ ҫуралнӑ. | ||
| Сакмаров Владимир Аркадьевич, туба ҫинче вылякан чӑваш музыкҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |