__Ӗпхӳре__ пурӑнакансем унти Чӑвашсен вырсарни шкулӗпе ҫыхӑннӑ лару-тӑрупа кӑмӑлсӑр-мӗн. Пӗлтӗрхи кӗркунне асӑннӑ вӗренӳ учрежденийӗ йышӑнакан 19-ӗмӗрти ҫурта сутлӑха кӑларнӑччӗ. Ҫак йышӑнӑва хула администрацийӗ ҫурт ишӗлме пуҫланипе ҫыхӑнтарнӑччӗ. Кӑҫалхи нарӑсра иртнӗ аукционта ҫурта Нефтекамск хулинчи Марат Хафизов усламҫӑ тара илнӗ.
Тара илесси ҫинчен калакан килӗшӳре арендатор ҫурта хӑй ҫурчӗпе юсаса ҫӗнетессине каласа хӑварнӑ. 187,7 тӑваткал метрне Чӑвашсен вырсарни шкулне валли памалла, ыттине хӑй пӗлнӗ пек усӑ кураять.
Халӗ Ӗпхӳри чӑвашсем ҫурта юсанӑ вӑхӑтра шкулӑн унтан тухса кайма тивесрен шикленеҫҫӗ иккен. Ӑна ыран иртекен пухура сӳтсе явмалла.
«Чӑваш ачисемпе аслисем 22 ҫул ӗнтӗ ку шкула ҫӳреҫҫӗ. Вӗсемшӗн вӑл тӗлӗнмелле сывлӑшпа тулнӑ тӑван ҫурт пулса тӑнӑ, — тенӗ ашшӗ-амӑшӗн комитечӗн председателӗ Алиса Федорова. — Кунта Ӗпхӳри чӑвашсен чунӗ пурӑнать. Ку стенасем аслӑ ҫутта кӑларакана Павел Миронова астӑваҫҫӗ. Енчен пирӗн шкула урӑх ҫӗре куҫарсан хӑш-пӗр ашшӗ-амӑшӗ хӑйсен ачисене Чӑваш вырсарни шкулне илсе ҫӳреме пӑрахӗҫ, ҫакӑ вара чӑваш ачисем тӑван халӑхӑн культурипе йӑли-йӗркине вӗренессине япӑх витӗм кӳме пултарать».
Ӗпхӳ чӑвашӗсем юсав хыҫҫӑн Вырсарни чӑваш шкулне мӗн лекесси пирки пӑшӑрханаҫҫӗ иккен. Планпа килӗшӳллӗн, ӑна туалет ҫывӑхӗнчи темиҫе пӳлӗме кӑна памалла-мӗн.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.07.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ильин Станислав Петрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
| Николаев Андриян Григорьевич, чӑваш космонавчӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |