Пуш уйхӗн 11-мӗшӗнче И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУра Раҫҫей тата Украина халӑхӗсен туслӑхӗн фестивалӗ Пӗтӗм тӗнчери X Кокель вулавӗсемпе уҫӑлӗ. Фестивале Украинӑпа Раҫҫей 360 ҫул ҫыхӑну тытнине тата Т.Г.Шевченко паллӑ кобзарь ҫуралнӑранпа 200 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Кокель вулавӗсен программи ӑслӑлӑхри тата культурӑри пулӑмсемпе пуян. 14 сехетре Ӑсчахсен канашӗн залӗнче (вӑл университетӑн ҫӗнӗ корпусӗнче вырнаҫнӑ) «Ӳнерҫӗ халӑх туслӑхӗн ҫирӗплӗхӗнче мӗнле вырӑн йышӑнать» темӑпа ҫавра сӗтел ӗҫлеме тытӑнӗ. Унта Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи, Украинӑри наци университечӗсен ӑсчахӗсем хутшӑнӗҫ. Ҫавӑн пекех Раҫҫейӗн тата Украинӑн культурӑпа ӳнерсен тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗсем пулӗҫ.
Ӑслӑлӑх форумӗнче Чӑваш Енри, Украинӑри гуманитари ӑсчахӗсем пӗрле ӗҫленин пӗтӗмлетӗвӗсене тӑвӗҫ. Вӗсем ЧПУ тата Харьковри университет хатӗрленӗ ӗҫсемпе ылмашӑнӗҫ. И.Н. Ульянов ячӗллӗ ЧПУн ӳнер искусствин факультечӗ хатӗрленӗ «Туслӑх кӑшӑлӗ» музыка вернисажӗ Кокель вулавӗсене хутшӑнакансене тӗрлӗ халӑхӑн музыка культурипе паллаштарӗ.
Раҫҫейӗн тата Украинӑн хальхи ӳнерҫисен «Туслӑх асамат кӗперӗ — Радуга дружбы — Веселка дружби» куравӗ (унта 40 картина) глобализаци вӑхӑтӗнче наци культурисен ҫыхӑнӑвне вӗренмелли-тӗпчемелли лаборатори пулӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Анатолий Никитич, чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алексеева Зоя Леонидовна,чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |