Вӑрӑ-хурахран асӑрханулллӑ пулмалла та… __Ҫӗмӗрлере__ пурӑнакан хӗрарӑм хӑйӗн хваттерне ҫаратасса шухӑшламан та ахӑртнех, ҫавӑнпа ҫӑраҫҫине алӑк умӗнчи кавир айнех хурса хӑварнӑ. Кукӑр алӑллӑскершӗн ку питех те меллӗ пулнӑ ӗнтӗ.
Пуш уйӑхӗн 4-мӗшӗнче ҫав хӗрарӑм йӗрке хуралне ҫитнӗ, хваттерне ҫаратнине пӗлтернӗ. Вӑл ҫӑраҫҫине кашнинчех кавир айӗнче 5-мӗш класа ҫӳрекен ывӑлӗ валли хӑварнӑ-мӗн. Тӗлӗнмелле те, хӗрарӑм ҫӑраҫҫине ҫапла майпа пытарни арҫын ачана парса янинчен шанчӑклӑрах тесе шухӑшланӑ. Ача ӑна ҫухатасран хӑранӑ пулӗ. «Япалана лайӑх пытарас тесен чи курӑнакан вырӑна хур», — теҫҫӗ-ха та… Ҫак каларӑш пур чухне те тӳрре тухмасть ҫав.
Ҫав кун ҫӑраҫҫине кавир айӗнчен ывӑлӗ мар, вӑрӑ илнӗ. Хайхискер хваттер алӑкне ҫӑмӑллӑнах уҫнӑ та шала кӗнӗ — питӗ меллӗ! Хӗрарӑм киле таврӑнсан алӑк уҫӑ пулнине асӑрханӑ, ҫӑраҫҫи те «вӑрттӑн» вырӑнта пулман. Хваттертен планшет, DVD-плеер тата 1 200 тенкӗ «ураланнӑ». Кил хуҫи каланӑ тӑрӑх, хурах хӑналанма та вӑтанман: салатсене ҫисе янӑ, килте хатӗрленӗ хӗрлӗ эрехе ӗҫнӗ.
Полицейскисем хваттере тӗрӗслесен вӑрӑ питӗ асӑрханса ӗҫленине палӑртнӑ. Вӑл килти сӗтел-пукана ҫавӑрттарман. Йӗрке хуралҫисем ҫакна кам тума пултарнин списокне шухӑшланӑ. Списока хур курнӑ хӗрарӑмӑн тӑванӗ те кӗнӗ. Вӑл ҫӑраҫҫи ӑҫта выртнине пӗлнӗ. Хайхискер судпа пӗрре мар айӑпланнӑ. Вӑрра тепӗр кунхинех тытса чарнӑ. Вӑл хӑйӗн айӑпне йышӑннӑ, анчах вӑрланӑ япаласене каялла тавӑрса парайман: пӗтӗмпех сутса яма ӗлкӗрнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |