Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +19.3 °C
Ют ҫын — хир урлӑ, хӑв тӑвану — вут урлӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Нумаях пулмасть «Pro Город» порталӗ пӑр ҫинче илемлӗ ярӑнас енӗпе Олимп чемпионкин Ксения Столбовӑн инкӗшӗ __Шупашкарта__ пурӑннине пӗлнӗ. Хаҫат журналисчӗсем Зоя Кирилловӑпа ҫыхӑннӑ, спортсменкӑн ачалахӗ пирки ыйтса пӗлнӗ.

Хӗрарӑм каланӑ тӑрӑх, унӑн тӑван пиччӗшӗ Зиновий Васильевич Васильев — Ксения Столбовӑн аслашшӗ. Зиновийпе Зоя __Етӗрне районӗнчи__ __Анатри Ачак__ ялӗнче ҫуралнӑ. Ҫемьере вӗсемсӗр пуҫне тепӗр тӑватӑ ача ӳснӗ.

— Пиччене хӑй вӑхӑтӗнче Санкт-Петербурга ҫар службине янӑ. Ҫар-тинӗс флотӗнче вӑл 4,5 ҫул пулнӑ. Кун хыҫҫӑн Зиновий Чӑваш Ене таврӑнман. Унтах хӑйӗн пулас мӑшӑрӗпе паллашнӑ. Пиччепе тачӑ ҫыхӑну тытатпӑр, телефонпа час-часах калаҫатпӑр, — каласа кӑтартнӑ Зоя Кириллова. Ксения 2-мӗш класра вереннӗ чухне хӗрарӑм вӗсем патӗнче Питӗрте хӑнара пулнӑ. Зоя Кириллова каланӑ тӑрӑх, Ксюша ун чухнех вӑр-вар пулнӑ, ҫынсемпе калаҫма юратнӑ. Хӗрача яланах тӗллевӗ патне талпӑннӑ. Зиновий мӑнукӗпе мухтанать, ӑна юратать, вӗсен ҫемйине яланах пулӑшать. Зоя Кириллова Олимп вӑййине телекуравпа тимлӗн пӑхнӑ.

Ксения Столбова малтан пӑр ҫинче пӗччен ярӑннӑ, каярахпа мӑшӑрпа ярӑнма тытӑннӑ. Ксения Столбовӑпа Федор Климов пӑр ҫине тухсан Зоя Кириллова хӑйӗнпе мӗн пулнине хӑй те ӑнланман.

— Вӗсем пӑр ҫинче лайӑх ярӑнсан савӑннипе макӑртӑм. Мана тӑвансем, пӗлӗшсем шӑнкӑравларӗҫ. Пичче ҫав вӑхӑтра мӑнукӗшӗн куляннӑран юн пусӑмӗ хӑпарнине каларӗ. Сочие Ксенийӑпа пӗрле амӑшӗ кайнӑ, уншӑн пӑшӑрханнӑ. Амӑшӗ ҫамрӑк чухне гимнастикӑпа кӑсӑкланнӑ, аслашшӗ те спортсмен пулнӑ-мӗн. Эппин, Ксения Столбовӑн ку юнра.

Зоя Кириллова пӗлтернӗ тӑрӑх, Ксения тӑван тӑрӑхӗнче пӗр кун ҫеҫ пулнӑ, унтан Японие кайнӑ. Хӗрарӑмӑн хӗрӗ Оксана Ксенийӑпа уйрӑмах ҫыхӑну тытать. Спортсменка пирӗн республикӑран аякра пулсан та ӑна Чӑвашри тӑванӗсем яланах хавхалантараҫҫӗ, юратаҫҫӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.08.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку тапхӑрта савнипе, туссемпе тӗл пулатӑр. Инҫе ҫулҫӳреве тухакансемпе, лавккана каякансемпе пӗрле ӑнӑҫу пулӗ. Пултарулӑхпа аппланакан ҫынсене те ҫӑлтӑрсем ӑнӑҫу парӗҫ. Ку эрне пулӑмсемпе тулли пулсан та юрату пирки манмалла мар.

Ҫурла, 05

1895
130
Лашман Степан Митрофанович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ.
1932
93
«Колхоз ялавӗ» (халӗ «Елчӗк Ен») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1998
27
Артемьев Александр Спиридонович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, литература критикӗ, тӑлмачӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та