Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Вӑрмар районӗнчи__ ҫул-йӗр инспекцийӗн инспекторне сӗтев илнӗшӗн тата ӗҫ вырӑнӗпе усӑ курнӑ тесе айӑплаҫҫӗ.

Тӗпчевҫӗсен шучӗпе 39 ҫулти полицейски пӗлтӗрхи утӑ уйӑхӗнче руль умне правасӑр ларнӑ арҫынна тытса чарнӑ. Хайхин правине ҫулталӑк ҫурӑлӑха туртса илнӗ иккен. Сӗмсӗрленнӗ водителе 15 талӑклӑха ним мар хупса хума пултарнӑ. Анчах ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗн инспекторӗ апла хӑтланас темен — административлӑ майпа явап тытарасси пирки хутсем ҫырасси вырӑнне 5 пин тенкӗ ыйтнӑ. Ҫавӑн чухлӗ тӳлесен вӑл курнине курмӑш пулма шантарнӑ. Тӗрӗсрех, автомобилӗн саппас пайне сутакан лавккара хӑйӗн парӑмне ҫавӑн чухлӗлӗх тӳлесе татма сӗннӗ. Лешӗ килӗшнӗ.

Маларах вара ҫав инспектор хӑйӗн тӑванне ҫур литр эрехле пулӑшнӑ. Лешӗ __Тӑвайӗнче__ пӗр хӗрарӑма машинӑпа ҫапса хӑварнӑ пулнӑ, сывлӑхне вӑтам сиен кӳнӗ. Тӑван тӑванах тенӗ-тӗр ҫав — явап тыттарасси пирки ӗҫ пуҫарман. Хӗрарӑм вара ҫине тӑнӑ, ҫӑхав ҫырнӑ та айӑплӑ водителе 2 пин тенкӗлӗх штрафланӑ.

Сӗтев илекен инспектор ӗҫне ҫывӑх вӑхӑтра суд пӑхса тухӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 28

1871
153
Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1972
52
Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа тарҫи