Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +21.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Чӑваш патшалӑх пукане театрӗ Чӗмпӗр облаҫӗнче гастрольте пулнӑ. Ентешӗмӗрсене унта __Чӗмпӗрти__ ӗҫтешӗсем чӗннӗ. Гастроле СССР халӑх артистки Валентина Леонтьева ячӗллӗ Чӗмпӗр облаҫӗн пукане театрӗ 70 ҫул тултарнине халалланӑ.

Камсем пулнӑ-ха унта? Чӑваш халӑх артисчӗ Петр Клементьев, Светлана Кокшина, Юлия Мельник, Лариса Антонова, Ираида Васильева тава тивӗҫлӗ артисткӑсем, Алина Каликова артистка, ӳнер постановкин заведующийӗ Елена Белоусова, ҫутӑ ӳнерҫи Олег Ильин, сасӑ режиссёрӗ Павел Яргунин. Ушкӑна Юрий Филиппов (театрӑн ӳнер ертӳҫи, тава тивӗҫлӗ артист) ертсе пынӑ.

Чӑваш артисчӗсем Чӗмпӗр сцени ҫине нарӑс уйӑхӗн 26-мӗшӗнче тухнӑ. Ирхи сеансра вӗсем «Тайны Снеговика» (чӑв. ~~Юр кӗлеткин вӑрттӑнлӑхӗ~~) спектакль кӑтартнӑ. Каҫхине куракансем «14 писем к Богу» (чӑв. ~~Турӑ патне янӑ 14 ҫыру~~) постановкӑпа киленнӗ. Нарӑсӑн 27-мӗшӗнче вара Юр кӗлетке ҫинчен лартнӑ спектакле Димитровград ҫыннисем курнӑ.

Чӑваш артисчӗсене курма чылаййӑн пынӑ. Пӗр спектакль хаваслӑ, тепри — шухӑша яраканни пулнӑ. Куракансем иккӗшне те ӑшшӑн йышӑннӑ, спектакль вӗҫленсен чылайччен алӑ ҫупнӑ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Лӑпкӑ эрне пулӗ. Ӑна юратнӑ ҫынпа пӗрле ирттерӗр. Хӑвӑр кутӑнлашмасан кӑмӑл улшӑнмӗ. Халӗ сире япӑх шухӑшсемпе кӑмӑл-туйӑм сиен кӑна кӳрӗҫ. Ку сире юратнӑ ҫынпа хирӗҫтерме те пултарӗ. Кайран вара мирлешме йывӑр пулӗ.

Ҫӗртме, 13

1895
130
Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан ҫуралнӑ.
1948
77
Никитин Анатолий Никитич, чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ.
1960
65
Алексеева Зоя Леонидовна,чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй