Пӑлхарсем ӑсталанӑ сайра тӗл пулакан, бронзӑран тунӑ икӗ хатӗр ҫывӑх вӑхӑтра Чулхулари музейра вырӑн тупмалла. Вӗсене темиҫе ҫул каялла Чулхула ҫывӑхӗнче тупнӑ. Вӗсене __Атӑлҫи Пӑлхар__ патшалӑхӗн вӑхӑтӗнче ӑсталанӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ иккен. Ҫав хатӗрсем пӗр вӑхӑтра уйрӑм ҫын аллинче упраннӑ.
Сайра тӗл пулакан экспонатра вӑтам ӗмӗрсенчи ӳкерчӗк — чупакан ҫар ҫынни — сӑнарланнӑ. Ҫар ҫыннисене ытларах чух тӑнӑ евӗр сӑнарланӑ иккен. Эпир калакан хатӗр ҫинчи ҫар ҫынни сылтӑм алӑра хӗҫ тытнӑ, ӑна вӑл малалла сулса янӑ. Пуҫа ҫар ҫынни шлем тӑхӑннӑ.
Ку хатӗре капӑрлатмалли хатӗр вырӑнне усӑ курнӑ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ӑна чӗн, портупея, сумка е лаша кӳлмелли хатӗр ҫумне ҫирӗплетсе хунӑ-тӑр теҫҫӗ.
Чулхула таврапӗлӳҫи Дмитрий Карабельников шучӗпе, асӑннӑ хатӗре XII–XIV ӗмӗрсенче ӑсталама пултарнӑ. «Тен, эпӗ йӑнӑшатӑп та пулӗ, анчах шӑп та лӑп ун пек хатӗрсене Раҫҫейӗн ытти тӑрӑхӗнче тупнине пӗлместӗп», — тесе ҫырнӑ вӑл «Московский комсомолец» хаҫатра.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.06.2025 03:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Парамонов Тимофей Парамонович, халӑх пултарулӑхне пухакан ҫуралнӑ. | ||
| Никитин Анатолий Никитич, чӑваш композиторӗ ҫуралнӑ. | ||
| Алексеева Зоя Леонидовна,чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |