Кӑлпассирен, чӑкӑтран, ытти ҫимӗҫрен тем те пӗр тухни пирки ҫынсем каласа кӑтартнине илтнӗ-ха, анчах кунашкаллине…
Ҫак кунсенче __Шупашкарта__ пурӑнакан Мария Анисимова Ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнчи пӗр лавккара ҫӑкӑр туяннӑ. Хӗрарӑм киле ҫитсен хӑйӗн пысӑк ҫемйипе сӗтел хушшине ларнӑ. Анчах апатланӑва… йӗп татнӑ.
— Ҫӑкӑрӑн ҫак тӗсӗ — пирӗншӗн чи юратни. Ҫакнашкаллине иккӗмӗш ҫул туянатпӑр ӗнтӗ. Ҫав кун ҫӑкӑра касрӑм та унӑн ӑшӗнче темӗскер ҫутатнине асӑрхарӑм. Лайӑхрах сӑнарӑм та ҫав япала тутӑхнӑ йӗп пулнине ӑнлантӑм. Вӑл унта мӗнле лекнине ӑнланмастӑп. Тен, савутра ҫӑнӑха аламан, — каласа кӑтартнӑ Мария.
Кӑштахран йӗплӗ ҫӑкӑра савута каялла илсе кайнӑ. Унта лешсем те ку япаларан тӗлӗннӗ.
— Экспертиза ирттерӗпӗр. Тен, йӗппе ырӑ мар сунакансем ҫӑкӑр ӑшне хума пултарнӑ, мӗншӗн тесен производствӑра кун пеккипе усӑ курмастпӑр. Мӗн пур уйрӑмра тӗрӗслӗпӗр. Пирӗн комисси кашни бригадӑпа калаҫӗ. Пӗр эрнерен пӗтӗмпех ҫиеле тухӗ, — тенӗ ҫӑкӑр савутӗнче.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (05.08.2025 21:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 744 - 746 мм, 19 - 21 градус ӑшӑ пулӗ.
| Лашман Степан Митрофанович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Колхоз ялавӗ» (халӗ «Елчӗк Ен») хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Артемьев Александр Спиридонович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, литература критикӗ, тӑлмачӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |