Чӑваш Енӗн патшалӑх тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсенче 11,4 пин ҫын ӗҫлет. Ҫакӑ республикӑра тӗрлӗ ҫӗрте тӑрӑшакансен пӗтӗмӗшле хисепӗн 2 проценчӗ пулать иккен. Тӳре-шарана вӑрҫма чылайӑшӗ юратать те, ҫак цифрӑна пӑхсан пуҫлӑхсен йышӗ нумаях та мар пек.
Сӑмах май, маларах асӑннӑ хисепрен 80,6 проценчӗ патшалӑхӑн ӗҫ тӑвакан влаҫӗнче тар тӑкать. Саккун кӑларакансен йышӗ — 11,4 пинтен 1 проценчӗ чухлӗ.
Шалу пирки каласан, патшалӑх органӗсенче тӑрӑшакансем уйӑхсерен вӑтамран 31,3 пин тенкӗ илеҫҫӗ. Ку вӑл __Чӑваш Енри__ вӑтам шалуран 48 процент нумайрах иккен. Вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсенче ӗҫлекенсен шалӑвӗ уйӑхсерен вӑтамран 17,8 пин тенке ларать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.06.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Куприянов Иван Ильич, РСФСР тава тивӗҫлӗ строителӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Леонид Михайлович, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Пуршев Федор Иванович, медицина ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, офтальмолог вилнӗ. | ||
| Митрофанов Иван Митрофанович, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |