Чӑваш театрне юратакансем Константин Иванов ячӗллӗ академи драма театрӗн Владимир Семенова аван пӗлеҫҫӗ. Эп сӑнанӑ тӑрӑх, чылай чухне вӑл кӑрарах чунлӑ ҫынсен рольне калӑпланӑн туйӑнать. Тепӗр тесен, ун йышши рольсем ӑна ҫывӑхрахӑн туйӑнаҫҫӗ тесен те пысӑк йӑнӑш мар-тӑр. Чӑвашсем уйрӑмах йышлӑ пурӑнакан вырӑнсенче те куракансем кӑмӑлласа йышӑннине палӑртаҫҫӗ унпа гастрольте пулнисем.
Владимир Валентинович — __Шупашкар район__ ҫынни. 1949 ҫулти ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Ҫӗньял-Покровски ялӗнче ҫуралнӑ. 1972 ҫулта Ленинградри (ун чух Питӗр хулине ҫапла каланӑ та) музыкӑ театрӗпе кинематографин патшалӑх институтне вӗренсе пӗтернӗ.
Ҫак ҫулсенче миҫе роле калӑпланине Владимир Семенов картса пынӑ-ши — калама хӗн. Хальтерех вылянисенчен «Авланатӑп эпӗ, авланатӑп»-ри Летяева, «Чухӑнлӑх инкек мар»-ти Коршунова тата ыттине асӑнма пулать.
1989 ҫулта ӑна Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артсичӗ ят панӑ, 16 ҫул вӑл чӑваш халӑх артисчӗ пулса тӑнӑ. Халӗ акӑ тата тепӗр хисеплӗ ят: Владимир Семенов — Раҫҫейӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ!
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (28.12.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -2 - -4 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Васильев Степан Васильевич, вӗрентӳ ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Мишутин Николай Степанович, ҫыравҫӑ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |