Нарӑсӑн 15-мӗшӗнче __Йӗпреҫри__ «Патвар» вӑй-хал культурин тата сывлӑха ҫирӗплетмелли комплексра СССР спорт мастерне Орест Маркиянова халалласа ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе республика турнирӗ иртнӗ. Ӑмӑртӑва Чӑваш Республикинчи 209 спортсмен хутшӑннӑ.
Ҫак кун спортсменсене Йӗпреҫ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Чугаров, __Кӗлӗмкасси__ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Андрей Егоров, «Патвар» физкультура комплексӗн директорӗ Алексей Кузьмин, И.Н.Ульянов ячӗллӗ ЧПУн физкультурӑпа спорт кафедрин доценчӗ Андрей Орлов, СССР спорт мастерӗ, тӗнче категориллӗ судья, ирӗклӗ кӗрешӳ енӗпе ЧР тава тивӗҫлӗ тренерӗ Юрий Алексеев саламланӑ, кӗрешӳҫӗсене ӑнӑҫу суннӑ. Орест Маркиянов пирки чылай ӑшӑ сӑмах янӑранӑ. Вӑл __Кӗлӗмкассинче__ ҫуралнӑ. Орест Александрович — спортсмен, педагог, профессор, педагогика ӑслӑлӑхӗсен докторӗ. Унӑн пултарулӑхӗ пирки нумай калама пулать. Вӑл — чӑваш кӗрешӳҫисен йышӗнче пӗрремӗш СССР спорт ӑсти, РСФСР чемпионӗ, Чӑваш Енре ирӗклӗ кӗрешӳ шкулне йӗркелекенӗ, 100 ытла ӑслӑлӑх ӗҫӗсен авторӗ…
Ӑмӑрту харӑсах икӗ кавир ҫинче 11 виҫе категорийӗнче иртнӗ. Спортсменсем лайӑх профессионализмпа палӑрнӑ, хӑйсен чӑтӑмлӑхне кӑтартнӑ. Ӑмӑртура чи вӑйлисем ҫӗнтернӗ. Вӗсен йышӗнче Йӗпреҫ районӗн ачисем те пур. Ҫӗнтерӳҫӗсене парнесемпе, медальсемпе, хисеп хучӗсемпе хавхалантарнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (12.06.2025 15:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 23 - 25 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Куприянов Иван Ильич, РСФСР тава тивӗҫлӗ строителӗ ҫуралнӑ. | ||
| Михайлов Леонид Михайлович, филологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Пуршев Федор Иванович, медицина ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, офтальмолог вилнӗ. | ||
| Митрофанов Иван Митрофанович, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |