Пӗлтӗрсене эпир Ӗпхӳри чӑваш вырсарни шкулӗн ҫуртне __/news/4238.html|сутса яма шухӑш тытни пирки__ пӗлтерсеччӗ. Юнкун, нарӑсӑн 12-мӗшӗнче, ҫак ӗҫе пурнӑҫланӑ та имӗш — ҫурта Нефтекамск хулинчи усламҫӑна Марат Хафизова сутса янӑ.
«Коммерсант-Уфа» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх ҫуртшӑн ыйтнинчен икӗ хут пысӑкрах хак панӑ — пурӗ 5,23 миллион тенкӗ кӑларса хунӑ пулать. Ҫапла май ҫурта 25 ҫуллӑха Марат Хафизова тара парӗҫ. Аукционра пурӗ тӑваттӑн хутшӑннӑ, вӗсен шутӗнче малтан «Лукойл-Уралнефтепродукт» топ менеджерӗ пулса ӗҫленӗ Марат Хасановӑн компанийӗ те пулнӑ имӗш.
Аса илтеретпӗр, аукционра ҫӗнтерекене ҫурта 25 ҫуллӑха тара парӗҫ, хакӗ — пӗр тӑваткалшӑн 1 тенкӗ. Пӗтӗмӗшле ҫурт 728 тӑваткал метр йышӑнать. Марат Хафизовӑн халь икӗ ҫул хушшинче ҫак ҫурта юсаса ҫӗнетме тивӗ. Ун хыҫҫӑн ҫуртӑн 1-мӗш хучӗ — 187, 7 тв. м. — Чӑваш вырсарни шкулне куҫмалла. Ытти лаптӑкпа ҫӗнӗ хуҫа хӑйне кирлӗ пек усӑ курма пултарӗ — офиссем йӗркелеме, усламҫӑсене тара пама. Хальхи вӑхӑтччен вара пӗтӗм ҫуртпа Чӑваш вырсарни шкулӗ усӑ курнӑ.
Ку ҫурта 19 ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче хута янӑ иккен. Революциччен унта Ӗпхӳри кӗпӗрнен земство управленийӗ, Уес училищи вырнаҫнӑ пулнӑ. 1892-мӗш ҫултанпа унта чӑвашсен паллӑ математикӗ тата педагогӗ Павел Миронов тӑрӑшнӑ. 1918-мӗш ҫулта вӑл унта ӗҫлекен Чӑвашсен учитель семинарине ертсе пынӑ. Паян вырсарни шкулӗ Павел Миронов ячӗпе хисепленсе тӑрать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |