Ӗнер, нарӑсӑн 12-мӗшӗнче, 4 сехет ҫӗрле Челепи облаҫӗнчи Златоуст ҫывӑхӗнче кӑмрӑк турттаракан пуйӑс вакунӗсем ӳпӗннӗ — ҫапла май вӑл тӑрӑхри чукун ҫул хупланса ларнӑ имӗш. Инкекре никам та аманман пулин те Челепине ҫул тытакансен хӑйсен марштурне кӑшт улӑштарма тивӗ — Златоуста ҫеҫ ҫитме май пур, унтан вара автобус ҫине лармалла. Ку — вӑхӑтлӑха кӑна, ҫула тасатса-юсаса пӗтернӗ хыҫҫӑн пӗтӗмпех йӗркеленессе шантараҫҫӗ.
Инкек Чӑваш Ене те пырса тивнӗ иккен — кун пирки Канашран пӗлтернӗ. Инҫетри пӑтӑрмаха пула хӑш-пӗр пуйӑса __Канаш__ урлӑ янӑ пулать. Пуйӑссен графикӗ епле улшӑнни сире кӑсӑклантарать пулсан 8-800-775-00-00 инҫесас номерӗпе ыйтса пӗлме пулать (тӳлевсӗр).
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.08.2025 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 22 - 24 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Чурпай Николай Иванович, чӑваш ҫыравҫи, кулӑш ӑсти ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |