Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +16.6 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Нарӑсӑн 11-мӗшӗнче __Красноармейски районӗн__ тӗп библиотекин вулав пӳлӗмӗнче Чӑваш наци конгресӗн Красноармейскинчи уйрӑмӗ хӑйӗн ларӑвне ирттерчӗ.

Чи малтанах ларӑвӑн тӗллевӗпе тата ларура пӑхса тухмалли ыйтусемпе уйрӑм ертӳҫи З.Михайлова паллаштарчӗ. Унтан правлени пайташне, Нестер Янкас ячӗллӗ пӗрлӗхӗн ертӳҫин ҫумне, Николай Ершова сӑмах пачӗ. Николай Гаврилович Чӑваш наци конгресӗн историйӗпе паллаштарчӗ, 21 ҫул каялла конгресӑн пӗрремӗш съездне хутшӑннине аса илчӗ. Сӑмах май каласан, Николай Ершов е делегат, е хисеплӗ хӑна пулса ЧНКан пур съездне те хутшӑннӑ иккен. ЧНКан пархатарлӑ ӗҫӗ-хӗлӗ ҫинчен калакан материалсем те чылай унӑн. ЧНК историйӗ ҫинчен тата кашни съезд йышӑнӑвӗ хыҫҫӑн Трак енре мӗнле ырӑ ӗҫсем туса ирттерни ҫинчен ҫитес вӑхӑтра «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатра ҫутатса пама шантарчӗ.

Малалла Зинаида Петровна правлени членӗсене Чӑваш наци конгресӗн VIII Аслӑ Пухӑвӗн йышӑнӑвӗсемпе паллаштарчӗ. Ҫак йышӑну тӑрӑх 2014 ҫулта Трак енре туса ирттермелли ӗҫсене палӑртмалли ҫинчен каларӗ. __Красноармейскинчи__ «Ял пурнӑҫӗ» хаҫатӑн патшалӑх, обществӑпа политика пайӗн редакторӗ Ю.Борисов, районти историпе таврапӗлӳ музейӗн организаторӗ В.Тихонова, район вулавӑшӗн тӗп библиотекарӗ С.Гурьева, ял тӑрӑхӗсем хушшинчи информаципе культура центрӗн аслӑ методисчӗ Л. Игнатьева хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе, шухӑш-кӑмӑлӗпе паллаштарчӗҫ.

Правлени пайташӗсем харпӑр хӑй ӗҫ вырӑнӗнче чӑвашлӑха упрас тата аталантарас тесе, Культура ҫулталӑкне тухӑҫлӑ палӑртас тесе мӗнлерех ӗҫсем туса ирттерме май пуррине палӑртрӗҫ, ҫитес вӑхӑтра мӗн-мӗн туса ирттермеллине, кам-кам яваплӑ пулнине ҫирӗплетсе хӑварчӗҫ. Лару кӑмӑллӑ иртрӗ. Правлени членӗсем уйӑхра пӗрре пухӑнса, калаҫса-канашласа, палӑртнӑ ӗҫсене йӗркелесе пыма йышӑнчӗҫ. ЧНК уйрӑмӗ хӑйӗн ӗҫ планӗпе килӗшӳллӗн ирттерсе пыракан ӗҫсене массӑллӑ информаци хатӗрӗсем урлӑ ҫутатса тӑма калаҫса татӑлчӗҫ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ӗмӗтленетӗр, пултарулӑхпа аппаланатӑр, кулленхи ыйтусем иккӗмӗш плана куҫӗҫ. Ҫӗнӗ туйӑмсенче тата пӗр шухӑшлисемпе хутшӑннинче хавхалану шырӑр. Халӗ тематика клубӗсене кайма тата туссемпе тӗл пулма ӑнӑҫлӑ вӑхӑт.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ