Республикӑн наци вулавӑшӗнче иртнӗ эрнере «Хавал» перлӗхӗн черетлӗ ларӑвӗ иртнӗ. Унта пухӑннисем __чӑваш чӗлхин__ ҫивӗч ыйтӑвӗсене хускатнӑ. Хальхинче ларӑва Халӑх пуҫарӑвӗн комитечӗн координаторӗ Игорь Михайлов, вӑл — юрист, блогҫӑ, хутшӑннӑ.
«Чӑваш патшалӑхӗ — кирлех-ши вӑл?» тема тавра калаҫнӑ май хастарсем республикӑн тӗп саккунӗнчен Чӑваш Ен патшалӑх шутланни пирки калакан ӑнлава кӑларса пӑрахнине аса илнӗ. Ҫапла йышӑнӑва 2012 ҫулхи ҫуркунне, Конституцие улшӑну кӗртнӗ чух, чӑваш парламенчӗн депутачӗсем кӗртнӗ.
Игорь Михайлов каланӑ тӑрӑх, апла йышӑну тӑвиччен ӑна халӑхпа сӳтсе явман. Саккун проекчӗ пирки ӑнлантарса паракан хутра та, профильлӗ комитетӑн ларӑвӗ валли хатӗрленӗ хутра та «патшалӑх» сӑмаха илсе пересси пирки асӑнни пулман-мӗн. «Патшалӑх» сӑмахсӑр юлнине Игорь Михайлов «патшалӑх переворочӗпе» танлаштарнӑ.
«Патшалӑх» сӑмахсӑр тӑрса юлни юридици тӗлӗшӗнчен темле витӗм кӳмест-ха, анчах республикӑн политика тӗлӗшӗнчен вырӑн йышӑнассинче вара пӗлтерӗшлӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ҫапла тума Мускавран сӗннӗ тесе шухӑшлаҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |