Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +13.3 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

1839-мӗш ҫулта, 175 ҫул каялла, Франци художникӗ тата химикӗ Луи Дагер фотоаппарат шутласа кӑларнӑ. Республикӑра ҫак юбилея тата Культура ҫулталӑкне халалласа кӑҫалхи кӑрлачӑн 1-мӗшӗнчен пуҫласа кӑрлачӑн 24-мӗшӗччен «Ҫӗнӗ Ҫул каникулӗ» инҫет фотовикторинине ирттернӗ.

Сӑнсен викторинине пурӗ 70 ытла вӗренекен хутшӑннӑ: Улатӑр, Патӑрьел, Канаш, Етӗрне, Вӑрмар, Ҫӗмӗрле, Шупашкар, Муркаш, Красноармейски районӗсенчен тата Канаш, Шупашкар, Ҫӗнӗ Шупашкар хулисенчен. Вӗсен викторинӑн 10 ыйтӑвӗ ҫине ответлемелле, ҫав шутра сӑнӳкерчӗк авторӗсене пӗлмелле пулнӑ, унсӑр пуҫне 4 йӗркерен тӑракан пӗчӗк сӑвӑпа ӳкерчӗке сӑнласа памаллаччӗ. Ҫавӑн пекех ӑмӑртакансен «Ман юратнӑ Хӗл Мучи, Юр кӗлетке, Юрпике» темӑпа сӑн ӳкерсе ярса памалла пулнӑ.

Ҫӗнтерӳҫӗсене ҫак кунсенче хӑш ӳсӗмрине кура палӑртнӑ: 4–6-мӗш, 7–9-мӗш тата аслӑ класра вӗренекенсемпе студентсем хушшинче. 4–6-мӗш класра вӗренекенсен йышӗ ытларах пулнӑ пирки ҫӗнтерӳҫӗ ятне 6 ача, призер ятне 3 ача тивӗҫнӗ. 7–9-мӗш класрисем — 4 ҫӗнтерӳҫӗпе 3 призер, аслӑ класрисемпе студентсем хушшинче 3 ҫӗнтерӳҫӗпе 3 призер. Вӗсене пурне те дипломсемпе чыслама палӑртнӑ.

__Етӗрне районӗнчи__ __Пӗрҫырлан__ шкулӗнче 5-мӗш класра вӗренекен Петров Евгений Сергеевич ҫак шкулти пуҫламӑш классене вӗрентекен аслӑ категориллӗ «Раҫҫей Федерацийӗн пӗтӗмӗшле пӗлӳпе тивӗҫтерекен ӗҫчен» хисеплӗ ята тивӗҫнӗ Григорьева Ирина Вячеславовна ертсе пынипе фотоконкурссене 3-мӗш хут хутшӑнать, кашнинчех ҫӗнтерӳҫӗсен йышне кӗрет. Кӑҫал та вӑл ҫӗнтерӗҫӗ ятне тивӗҫнӗ.

Ирина Григорьева, кӳршӗри __Кӑкшӑм__ ялӗнче ҫуралнӑскер, шкулта 34-мӗш ҫул вӑй хурать, 10 ҫул хушши __Етӗрнери__ ача-пӑча пултарулӑх ҫурчӗ ҫумӗнчи Пӗрҫырлан шкулӗнче «Пӳрнеске» пукане театрне ертсе пырать. Шкул ачисем кружокра тӗрлӗрен пуканесем ӑсталаҫҫӗ, спектакльсем лартса халӑха савӑнтараҫҫӗ, тӗрлӗрен конкурссене хутшӑнаҫҫӗ. Кӑҫал вӑл 1–2-мӗш класри ачасене вулама-ҫырма хӑнӑхтарать, пуканесемпе паллаштарать.

Евгений Петров, Ирина Вячеславовнӑн вун-вун вӗренекенӗ пекех, юратнӑ вӗрентекенне ӑнӑҫусем туса савӑнтарать.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Чылайăшĕн кăмăлĕ тăрук улшăнса тăрĕ. Прагматизм çиеле тухĕ. Ку эрнере харпăр пурнăçа йĕркене кĕртме, хăш-пĕр ĕçлĕ хутшăнăва романтикăна çавăрма май пулĕ.

Ака, 22

1870
155
Ленин Владимир Ильич, ХХ ӗмӗрти паллӑ политиксенчен пӗри ҫуралнӑ.
1981
44
Сергеев Илья Тимофеевич, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, доцент вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть