__Чӑваш наци конгресне__ хирӗҫ нумай хутлӑ бизнес-центр хӑпартма шухӑшлаҫҫӗ иккен. Ҫӗнӗлӗх пирки республикӑн Строительство министерстви хӑйӗн сайтӗнче хыпарланӑ.
Усламҫӑсен центрне Воробьев композиторсен урамӗнчи 5-мӗш «а» ҫурт вырӑнӗнче хӑпартӗҫ. Унччен ҫав тӗлте икӗ хутлӑ ҫурт ларнӑ. Халӗ вӑл вырӑна карта тытса ҫавӑрнӑ та теҫҫӗ.
Бинес-центр тӗллӗн-тӗллӗн ултӑ, вырӑн-вырӑнпа ҫичӗ хутлӑ пулмалла. Усламҫӑсен центрне кӑҫал ҫулталӑк вӗҫленнӗ тӗле туса пӗтересшӗн.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.08.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.