Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннисемпе тӑлӑх салтак арӑмӗсене хваттер илме патшалӑх сертификат панине вулакансем пӗлеҫҫех ӗнтӗ. __Улатӑр районӗнче__ те ун пеккине тивӗҫҫисем пур. Вӗсенчен пысӑк пайӗ — 22 ҫын — илнӗ ӗнтӗ. Ҫапах та черет кӗтекенсем те пур-ха. Хальлӗхе ун пек ватӑсем тата тепӗр пиллӗкӗн иккен. Ҫамрӑк мар та, илсе ӗлкӗрччӗр ӗнтӗ тесси кӑна юлать-тӗр.
Сӑмах май, ҫак ыйту пур чухне те кал-кал татӑлса пырать теейместӗн-ха. Хӑйсен те ҫурт-йӗре лайӑхлатма тивӗҫҫине хӑш-пӗр ватӑн прокуратурӑпа суд тӑрӑх ҫӳресех ӗнентерме тиврӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.08.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.