Кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче республикӑн Наци вулавӑшӗнче __Василий Димитриев__ ҫуралнӑранпа 90 ҫул ҫитнине халалласа пуҫласа «Дмитриев вулавӗсем» иртнӗ. Аса илтерме: паллӑ истори тӗпчевҫи пӗлтӗрхи кӑрлачӑн 10-мӗшӗнче вилчӗ.
Вулава йӗркелес шухӑша «Атӑлҫи Пӑлхар» историпе культура фончӗн хастарӗсем, И. Яковлев ячӗллӗ педагогика университечӗ тата И. Ульянов ячӗллӗ университет ученӑйӗсем, республикӑн Вӗренӳ институчӗн ӗҫченӗсем, ҫыравҫӑсемпе драматурсем асӑннӑ иккен. Форума вара историксемпе таврапӗлӳҫӗсем, ҫыравҫӑсемпе учительсем, студентсем, Василий Димитриев профессора аван пӗлнӗ ҫынсем пырса ҫитнӗ. Тӳре-шарапа депутатсем те хутшӑннӑ. Республикӑн Патшалӑх Канашӗн комитечӗсенчен пӗрин ертӳҫин ҫумӗ Олег Князькин, акӑ, паллӑ профессор вырӑс патшалӑхӗн пӗрлӗхне упраса хӑварассине тӳпе хывнине палӑртнӑ.
Василий Димитриев пирки унӑн ывӑлӗпе кинӗ аса илсе каласа кӑтартнӑ. Тухса калаҫнисен хушшинче ыттисем те пулнӑ. __Борис Чиндыков__ драматург вара, сӑмахран, Василий Димитриев драматург поэзине епле витӗм кӳнине тишкернӗ. Германирен килнӗ Карина Фрис студентка та сӑмах илнӗ. Форума вӗҫленӗ май ӑсчах __Шупашкара__ йӗркелесе яни пирки каласа кӑтартнине ӳкернӗ фильма кӑтартнӑ.
__Шупашкарти__ шкулсенчен пӗринче ӗҫлекен Надежда Тафаева вӗрентекен каланӑ тӑрӑх, форума хутшӑннисем Василий Димитрий ӗҫӗсен тулли пуххине тата «Димитриев вулавӗсен» пӗтӗмлетӗвӗ тӑрӑх ӑслӑлӑх ӗҫӗсене пичетлеме правительствӑран укҫа ыйтма йышӑннӑ. Ҫӗрпӳ ентешлӗхӗ асӑннӑ хулари тата Шупашкарти пӗрер урама Димитриев профессор ячӗпе пама ыйтнине ырласа яваплисем патне тухма килӗшсе татӑлнӑ. Пуҫласа йӗркеленӗ форума вара ҫулсерен йӗркелессине йӑлана кӗртес тенӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 758 - 760 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ. | ||
| Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |