__Шупашкарти__ «Промтрактор» савута хирӗҫ пысӑк индустри паркне тума тытӑннӑ. Тахҫанах палӑртнӑ ӗҫсене тинех тума пуҫӑннӑ теме пулать.
Чи малтанах шыв пӑрӑхӗсемпе шӑк-пӑх пӑрӑхӗсене вырнаҫтарма палӑртнӑ. Ҫавӑн пекех ҫаврӑнса каймалли ҫул ӑҫта пулассине те палӑртмалла. Ун хыҫҫӑн индустри паркне газ ҫитерӗҫ тата электроэнергипе тивӗҫтерӗҫ. Ку ӗҫсене ҫуркуннесене хатӗрлесе ҫитересшӗн иккен — ҫапларах республикӑраи капиталлӑ ҫурт тӑвӑм управленийӗн директорӗ Владимир Громов шантарнӑ.
Республика правительстви инфраструктурӑна кӑна туса парӗ — ҫурчӗсене предприятисем хӑйсем хӑпартӗҫ. Ӑҫта мӗн туса лартасси пирки каласан вырӑнӗсене те палӑртса хунӑ иккен. Пурӗ 10 лаптӑк уйӑрнӑ. 7 компани ӗҫе пуҫӑнма хатӗр, тепӗр виҫҫӗшӗ аукцион ирттерессе кӗтеҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (07.08.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 18 - 20 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.