Чӑваш Республикин информаци политикипе масӑллӑ коммуникаци министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх Наци телерадиокомпанин пуҫлӑхӗ пулма Наци вулавӑшӗн Кӗнеке палати пайне ертсе пыракан **Александр Магарина** суйланӑ. Вӑл ытти кандидатсенчен ытларах балл пухма пултарнӑ.
Аса илтеретпӗр, пуҫлӑха пӗлтӗр маларах та суйласа пӑхрӗҫ, анчах ӗҫ тухмарӗ. Пӗрремеш суйлавра Александр Магарин ячӗ те пурччӗ, анчах ун чухне вӑл суйлав комиссине темшӗн кӑмӑла кайман. 2013 ҫул вӗҫнелле министерство тепӗр суйлав ирттерме шут тытрӗ. Ку хутӗнче 8 кандидат хутшӑннӑ. Александр Магаринсӑр пуҫне Владимир Иванов (Наци телерадиокомпанин продюсерӗ), Татьяна Ильина («Ҫапла пултӑр» кӑларӑма ертсе пыраканӗ), Александр Кириллов (Ял хуҫалӑх министерствинче ӗҫлекен), Марина Карягина (паллӑ сӑвӑҫ, телекӑларӑмсен ертӳҫи), Анастасия Степашина («РТВ-Регион» ТМЯП ӗҫ тӑвакан директорӗ), Сергей Степченко (Августа Уляндина упӑшки, «Такси 24 Казань» ТМЯП тӗп директорӗ), Юлия Стройкова (Наци телерадиокомпанин директор ҫумӗ) пулнӑ.
Наци телерадиокомпанине пурӗ 2 радио тата пӗр телеканал кӗрет: «Наци радиовӗ», «Тӑван радио» (103,5 хум ҫинче Шупашкарта итлеме пулать), «Наци телекуравӗ».
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.04.2025 03:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 751 - 753 мм, 13 - 15 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Чӑваш автономи облаҫӗ вырӑнне Чӑваш Автономлӑ Социаллӑ Совет Республикине туса хунӑ. | ||
| Шупашкар Чӑваш АССРӑн тӗп хули пулса тӑнӑ. | ||
| Михайловский Михаил Алексеевич Патшалӑх Канашлӑвӗн председателӗ ҫуралнӑ. | ||
| Чермаков Иван Григорьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |