Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Эпир пӗрремеш хут __/news/4651.html|ҫулталӑк ҫыннине суйласа пӑхас терӗмӗр__. Ку ӗҫ пирӗншӗн ҫӗнӗ пулнӑран вӑл тӗп-тӗрӗс пулнине шутламастпӑр та. Ара хӑшӗсем, мала тухас тесе епле кӑна майсем шырамарӗҫ пуль. Чи пахи пирӗншӗн — пирӗн сайт пирки унччен илтмен нумай-нумай ҫын пӗлчӗ. Вӑл хыпара пурӗ 1200 патнелле пӑхни те хӑйне майлӑ рекорд пулчӗ ӗнтӗ.

Ку сасӑлава эпир вӑйӑ евӗр хаклатпӑр пулин те ӑна пӗтӗмлетмеллех. Ун умӗн эпир хӑш-пӗр сасӑсене пӑрахӑҫларӑмӑр — ют патшалӑхран килнисене тата пӗр вырӑнтанах сасӑлани уҫӑмлӑн курӑннисене. Мӗнле сӑлтава пула пӑрахӑҫланине, тата хӑшне шута илменнине эсир __http://chuvash.org/cgi-bin/ip_ter.cgi|кунта__ тупма пултаратӑр (каярахпа вӑл страница ҫухалӗ!).

Чи сумлӑ ӗҫсем (пӗрремӗш вырӑн) шутне пирӗн сайт хӑнисем **Атӑлҫи Пӑлхара ҫавӑрса илнӗренпе 777 ҫул ҫитнине палӑртнине, чӑваш тӗнӗшӗн кӗрешнине** (Фёдор Мадуров) тата **Сӑвар хулашӗн таврашӗнче «Ырӑ ту» чул вырнаҫтарнине** (Тимерша Алмантай) кӗртеҫҫӗ. Юрӑхсӑр сасӑсене кӑларса пенӗ хыҫҫӑн вӗсемшӗн 77 сасӑшар пухӑнчӗ. Чӑннипе вара Фёдор Мадурова асӑнмалла ӗнтӗ — Алмантайшӑн сасӑлани хушшинче пӗр ҫынах 4-5 хут сасӑлани татах та юлчӗ-ха. Вӗсене ҫӗр процентпа иккӗмӗш хут сасӑланӑ тесе уйӑрма хӗн те — хӑвартӑм.

Сумлӑ ӗҫсем (иккӗмӗш вырӑн) тунӑ тесе **ЧНК-ан чӑвашла сайтне йӗркелесе янине** (Валерий Клементьев, 52 сасӑ) тата **чӑваш чӗлхине хӳтӗлесе айӑпланма тивнине** (Илле Иванов, 39 сасӑ) уйӑрчӗҫ.

Мухтава тивӗҫлӗ ӗҫсем хушшинче (виҫҫӗмӗш вырӑн) **ЧНК Президенчӗн вырӑнне йышӑнма пултарнине** (Николай Угаслов, 34 сасӑ), **хӑй укҫипе Тури Хурасанти ял клубне юсанине** (Надежда Афанасьева, 28 сасӑ), **«Хавал» уйлӑха ирттернине, «1000 те 1 сӑмах» кӗнеке кӑларнине** (Александр Блинов, 23 сасӑ) тата **«Асамат & Шевле» журнала кӑларма пуҫланине** (Владислав Николаев, 23 сасӑ) палӑртрӗҫ.

Юрӑхсӑр сасӑсене шута илмен хыҫҫӑн Эдуард Фоминӑн 21 сасӑ, Вячеслав Эткерӗн 20 сасӑ, Михаил Игнатьевӑн 20 сасӑ, Валерий Туркайӑн 15 сасӑ, Артём Федоринчикӑн 13 сасӑ, Бюлент Байрамӑн 12 сасӑ, Иосиф Трерӑн 11 сасӑ юлчӗ. Ыттисен вуннӑран та сахалрах.

Пирӗн сайт хӑнисем уйрӑмах Хосе Асебильо тата Владислав Скуратовӑн ӗҫӗсене хакласах каймаҫҫӗ иккен — вӗсем пурӗ те 1–2 сасӑ ҫеҫ пухайрӗҫ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (27.12.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, -1 - -3 градус сивӗ пулӗ, ҫил 5-7 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Нумай ӗҫлемелли эрне кӗтет, пуҫӑннисене вӗҫлемелле. Ҫӗнӗ ҫула парӑмсемпе кӗмелле мар. Харпӑр пурнӑҫра кӗтмен кӑмӑллӑ пулӑмсем пулӗҫ. Ҫывӑх ҫынсене вӑхӑт ытларах уйӑрӑр.

Раштав, 27

1937
87
Иванов Владимир Александрович, чӑваш тӑлмачи ҫуралнӑ.
1951
73
Игнатьев Геннадий Сергеевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1991
33
Емельянов Прохор Канонович, чӑваш ҫыравҫи, драматургӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй